Сĕтлĕ выльăха — çĕнĕ вите

11 Сен, 2018

Сĕтлĕ выльăх йышне ÿстерме тăрăшакан предприятисенчен пĕри вăл — Шупашкар районĕнчи «ЧебоМилк» пĕрлешÿ. Кунта пĕлтĕр 600 пуç ĕне усрамалли энергоэфективлă ферма хута яма тытăннă. Инвестици проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ — 331 млн тенкĕ. Тĕслĕхлĕ фермăн строительство ĕçĕсемпе паллашма паян унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килсе çитрĕç.

600 пуç кăна мар, 1200 пуç ĕне тытма тĕллевлеççĕ ку фермăра. Пуласлăхра тепĕр вите те хута ярасшăн. Çакăнтах пăрулаттармалли уйрăм та пулĕ. Фермăн хăйне евĕрлĕхĕ — хальхи вăхăтри технологисене усă курса выльăха валли лайăх условисем хатĕрлени, энергоэффективлăха пысăк тимлĕх уйăрни. Тĕслĕхрен, тин сунă 37 градус ăшă сĕте 4 градус таран сивĕтмелле. Ăна «теплообменник» витĕр кăларнă чухнехи ăшша сая ямаççĕ, ĕнесене сумалли пÿлĕме ăшăтма усă кураççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх — тислĕке сепаратор витĕр кăларасси. Çак меслет шĕвĕ тислĕке хыттинчен уйăрма май парать. Шĕввине валли ферма çумĕнче каяшсене упрамалли ятарлă вырăн — «лагуна» — хатĕрленĕ. Пĕр вăхăтра кунта 30 пин кубла метр тислĕк упранĕ, уй-хире органика удобренийĕ евĕр саланĕ. Çапла майпа упранаканскер çут çанталăка та сиен кÿмĕ, таврана та ырă мар шăршă сарăлмĕ.

Михаил Игнатьев çак меслете пысăк хак пачĕ. «Кунта пур ĕçе те экологи хăрушсăрлăхне тата çутçанталăк сыхлав саккунĕсене пăхăнса пурнăçлаççĕ», — палăртрĕ вăл. Фермăпа паллашнă май вăл татах та ырă енсене асăрхарĕ. «Пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ. Эпир ĕне çинчен пĕтĕмпех пĕлсе тăрăпăр, информаци компьютер çине пырса тăрĕ. Оборудовани енчен илес пулсан нумайăшне хамăр тăватпăр. Тĕслĕхрен, «вытяжка» тытăмĕ, шторăсем, ĕне тăмалли вырăн, «щетка-чесалка» — пĕтĕмпех пирĕн специалистсен алли витĕр тухать. Ĕне сумалли оборудование Италирен илсе килесшĕн, каркасне вара хамăрах хатĕрлĕпĕр», — укçа-тенке перекетлеме май пуррине пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Сергей Анучин. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕне Михаил Васильевич ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ. «Промышленноçра вăй хураканскер çĕр ĕçне иленчĕ. Чăн-чăн патриот! Унăн веçех пулать», — терĕ вăл ĕçчен çын пур енчен те маттур пулнине палăртса.

Сергей Артамонов патшалăх ял хуçалăх таварне туса илекенсене кÿрекен пулăшу çинчен аса илтерчĕ. Паянхи кун республикăра 75 çĕнĕ проект пурнăçланать, вĕсенчен 42-шĕ — выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем тăвассипе, ыттисем ÿсен-тăран ĕçĕпе çыхăннă. Çулталăк вĕçĕнче 7 пин мăйракаллă шултра выльăх валли çĕнĕ витесем çĕкленĕç. «Пĕр выльăх тăракан вырăн йĕркелеме вăтамран 104 пин тенкĕ кирлĕ, патшалăх 60 пин ытла тенкĕ тавăрса пама пултарать, — палăртрĕ Сергей Геннадьевич субсиди илес тесен документсене тĕрĕс тата вăхăтра хатĕрлемеллине палăртса, — Патшалăх выльăх-чĕрлĕх комплексене тунă чухнехи тăкаксене 30%, çĕр улми, улма-çырла упрамалли хранилищĕсене, теплицăсене хута янипе çыхăннă тăкаксене 20% саплаштараять. Ку программăсем ĕçлеççĕ».

Комментировать

Новости по теме