«Раççейрех пурăнатпăр, Шанхая хăваласа яман-ха»

11 Сен, 2018

Кунта пурăнакансем хăйсен ыйтăвне вун-вун çул татса параймаççĕ. Сăмахăм Шупашкар хулинчи Аш-какай комбинатĕнчи поселок пирки. 2003 çулта ăна Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕ тесе улăштарнă. Халăхра вара «Шанхай» теççĕ.

Налук та тÿлеттерме пăрахнă

Асăннă поселокра пурăнакансен ыйтăвне татса парас енĕпе ытларах Ольга Шарушкина ĕçлет. Вăл ку енĕпе — чи хастаррисенчен пĕри. Ольга Михайловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралнă. Суту-илÿ училищинче, Чулхулари совет суту-илĕвĕн техникумĕнче, каярахпа аслă шкулта пĕлĕвне ÿстернĕ. Тĕп хулара тĕрлĕ лавккара сутуçăра, директорта вăй хунă. 10 çула яхăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ столовăйĕнче администраторта ĕçленĕ.
— Çак тапхăрта эпĕ халăхпа ĕçлеме вĕреннĕ. Ку поселокра вара 1977 çултанпа пурăнатăп. Мăшăрăмпа Владимир Михайловичпа икĕ ывăла кунта ÿстертĕмĕр. Шел, вунă çул каялла упăшка куçне яланлăхах хупрĕ. Шупашкарта хваттер туянса мĕншĕн унта куçман тетĕр-и? Атте лесник пулнăран эпир ача чухне вăрманта пурăннă. Çут çанталăка, тăван тавралăха, ÿсен-тăран тĕнчине мĕн ачаран юрататăп. Çавăнпа хваттере каяс темен. Ас тăватăп-ха: ун чухне эпĕ 29-мĕш лавккара заведующире ĕçлеттĕм. Унта пушă кĕленче туянакана хулари пĕр общежитире пÿлĕм панăччĕ. Вĕсен Аш-какай комбиначĕн поселокĕнчи «засыпушкине» сутмаллаччĕ. Эпир ăна туянтăмăр. Ун чухне кунта пÿртсем ларттармастчĕç ĕнтĕ. ГЭС тунă чухне ĕçлекенсем кирлĕ пулнă. Ялтан килекенсен пурăнмалли вырăн çукчĕ, çавăнпа ку поселокра пĕчĕк пÿртсем хăпартма ирĕк пачĕç. Пире хуçалăх кĕнеки тыттарчĕç. Маларах пурăнма пуçланисене пропискăна тăратрĕç. Каярахпа, Трактор тăвакансен заводне хута янă чухне, кунта халăх ытларах килме пуçларĕ. Хăй вăхăтĕнче налук та тÿленĕ эпир. Вăхăт иртрĕ те налук тÿлеттерме, пропискăна тăратма пăрахрĕç. Нимĕнле документ та туса памастчĕç. Халĕ те çаплах. Эпир тахçантанпах хамăрăн çĕр лаптăкĕсене, çурт вырăнĕсене виçтересшĕн — межжевани тутарасшăн. Çурта, çĕре харпăрлăха куçарасшăн. Маларах ку «Аш-какай комбиначĕн поселокĕ» ятлăччĕ. Пирĕн пропискăра та, хуçалăх кĕнекинче те çапла çырнă. 2003 çулта ăна темшĕн «Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕ» тесе улăштарчĕç. Эпир нумаях пулмасть кивĕ пÿрте пăсса çĕннине хăпартрăмăр. Унăн техника паспортĕнче — Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕ. Пĕр вырăнтах икĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнатпăр. Çакăнтан хамăр та тĕлĕнетпĕр, — пытармарĕ Ольга Михайловна.
Ольга Шарушкинăн 10 сотка çĕр. Хăшĕсен вара 3 сотка кăна. Мĕншĕн пĕр пек мар тетĕр-и? Йăмăк-шăллĕ хулана вĕренме килсен пиччĕшĕ- аппăшĕ патĕнче пурăнма пуçланă, каярахпа, хăйсем çитĕнсен, юнашарах пÿрт лартнă…

«Алла сăнчăрласах тытса кайрĕç»

«Хăшĕсем пирĕн поселока «Шанхай» тесе тăрăхлаççĕ. Ун пек ят Раççейĕпе те çук. Вăл Китайра кăна. Пирĕн патра пурăнакансен пысăках мар пайĕ «Шанхай» ятпа коммерциллĕ мар сад пĕрлĕхне /СНТ/ йĕркеленĕ. Вĕсем налук организацийĕнче çакăн пек регистрациленнĕ. Çĕре епле майпа «Шанхай» теме пултараççĕ-ха? Поселок маларах тата пысăкчĕ: 570 çын пурăннă кунта. Пурĕ 7 лини /урамсене çапла калаççĕ/. Нумаях пулмасть 7-мĕш линири кил-хуралта пăсма пуçларĕç. 9 хутлă çуртсем тума тытăнчĕç. Халĕ эпир 470-ĕн пурăнатпăр. Пурте — ялтан килнĕ çынсем. Чикансем те пур. Шел те, вĕсемпе никам та ĕçлемест. Нумайланчĕç вĕсем. Ытти çĕртен хăваласа кăларса яраççĕ те кунта килеççĕ. Вĕсем маларах пĕр пÿрт илсе юлнă та унта 100 çын таранчченех пурăнма пултараççĕ. Чикан нумайланни пирки Калинин районĕн администрацийĕн пуçлăхне Яков Михайлова пĕрмаях калатпăр. «Сирĕн йĕркеллĕ пурăнмалла. Йĕри-тавра çÿп-çап, ăпăр-тапăр пăрахмалла мар», — тетĕп чикансене яланах. Мана итлеççĕ-ха, шăп пурăнма тăрăшаççĕ. Çапах пĕр пÿртре çавăн чухлĕ çыннăн кун кунласа, çĕр çĕрлеме юрамастех, — шухăшне палăртрĕ Ольга Михайловна.
Поселока шыв хуларан килет. Ăна Ольга Шарушкинăн пуçарăвĕпе кĕртнĕ. Маларах вара шывне колонкăран йăтнă. Япала чÿхеме те унта çÿренĕ. Яланах черет пулнă.
— Шыв кĕртме документсем тăвас тесе икĕ çул чупрăм. Пĕр кабинетран хăваласа кăларса яратчĕç те теприне кĕреттĕм. 2006 çулта халăхпа килĕшсе укçа пуçтартăмăр, «Водоканалпа» килĕшÿ турăмăр. Урамсене чавма тракторсем килсен, 2-3 кун ĕçлесен, мана урама чĕнсе кăларчĕç. Алла сăнчăрласа Калинин районĕн администрацине илсе кайрĕç. Эпĕ çухалса каймарăм, кирлĕ çĕре шăнкăравласа ирĕк паракан хутсем пуррине çирĕплетрĕм. Çапла, уççи- хуппине тупрăмăр, пурпĕр шыв кĕртрĕмĕр. Электричество эпĕ ас тăвасса унчченех пулнă. Маларах çынсем çĕр айĕнчен, заводсенчен илсе пурăннă. Халĕ пÿртсене хĕлле вут хутса ăшăтатпăр. Влаçрисенчен ыйтса виçĕ фазăллине кĕртесшĕн. Çуртсене электричествăпа ăшăтмалла тутарасшăн. Чи малтан пирĕн çак çĕре харпăрлăх шутне кĕртмелле. Атту эпир хамăр ирĕкпе килсе çурт лартнă тесе пире ни пропискăна тăратмаççĕ, ни çурта, ни пурнăçа страхламаççĕ. Кирек ăçта кайсан та кирлĕ справкăсем памаççĕ. Эпир кунта çакăн пек нуша курса пурăнатпăр. Урăх çĕршывран килнĕ çынсене те пулăшаççĕ. Эпир мĕнпе айăпа кĕнĕ? Кăçалхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче саккун тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн Раççейри «хуçасăр» пур çурта «саккунлă хуçаллă» тума пулать. Çав саккун çурлан 3-мĕшĕнче вăя кĕчĕ те — чупкалама пуçларăмăр. Малтан пирĕн коммерциллĕ мар сад пĕрлĕхĕ тумалла. Эпир ăна «Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕ» ят парасшăн, — тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ хастар хĕрарăм.

Поселокри каччăсене çара илмеççĕ

Ĕлĕкрех, заводсем пысăк хăватпа ĕçленĕ тапхăрта, кунта промышленноç зони шутланнă. Заводран 20 метр таран çынсен пурăнма юрамасть. Ольга Шарушкина каланă тăрăх, вĕсем заводран 20 метрта мар, пĕр çухрăмра пурăнаççĕ. Тулли верси...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.