Ача вĕреннине çирĕплетмелле

11 Сен, 2018

Ывăл кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл ашшĕ вилнĕ пирки пенси илсе тăчĕ. Малашне ăна çак тÿлеве парĕç-ши? Ку ыйтупа ăçта, кам патне каймалла-ши?

И.ЗАХАРОВА.
Комсомольски районĕ.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — тăрантарса пурăнакана çухатнăран тивĕçекен пенсие парассине ача 18 çул тултарнă хыççăн та аслă шкула, техникума, колледжа куçăн майпа вĕренме кĕрсен пăрахăçламаççĕ. Пенси фондне вĕреннине çирĕплетекен справка илсе пырса памалла. Çапла майпа пенсие ачана вĕренсе пĕтеричченех парĕç. 23 çултан иртсен тÿлеме пăрахаççĕ.
Чăваш Республикинче тăрантарса усракана çухатнăшăн 12,5 пин çын пенси илет, çак шутра 18 çула çитнĕ студентсем — 2 пине яхăн. Пенсие тухнă ашшĕ-амăшне куçăн вĕренекен ачисемшĕн страховани пайĕ çумне хушса паракан тÿлев те ÿсет. Ăна çул çитмен ачасене е вĕрентÿ учрежденийĕнче куçăн майпа пĕлÿ илекен 18 çултан аслăрах ачасене пăхса усранăшăн параççĕ. Тÿлеве пысăклатма Пенси фондне вĕренÿ заведенийĕнчен илнĕ справкăна тата çул çитмен ача пуррине çирĕплетекен документсем тăратмалла. Çак шута çемьери мĕн пур çыннăн тупăшне кăтар-такан справка, ача пĕрле пурăннине çирĕплетекен справка е ача ашшĕ-амăшĕ паракан укçа-тенкĕ куллен усă курмалли нухратăн пĕртен-пĕр çăл куçĕ пулнине çирĕплетекен ытти документ пулма пултарать.
Ватлăхпа пенси илекенсен те, сусăрсен те тÿлеве пысăклатмалли ирĕк пур. Унăн виçи çул çитмен ачасен шутĕнчен килет. Пĕррешĕн — 1660,97 тенкĕпе, иккĕшĕн — 3321,94 тенкĕпе, виçĕ е ытларах пулсан 4982,91 тенкĕпе танлашать. Чăваш Енре 14 пин пенсионер — 11,5 пинĕшĕ — пĕр, 2,2 пинĕшĕ — икĕ, 500 яхăн çын виçĕ е ытларах ачашăн — çак тÿлеве илет.
Вĕренÿ учрежденийĕнчен тухса кайсан, диплом илсен е студент 23 çул тултарсан тăрантарса усракана çухатнăшăн тивĕçекен пенсие пама чарăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пенси çумне хушăнакан тÿлеве те пăрахăçлаççĕ. Çавăнпа пенсие ытлашши тÿлесрен ача пурнăçĕнчи улшăнусем çинчен Пенси фондне çийĕнчех пĕлтермелле.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.