Ашкăрать пултăран… Çак «тăшмана» парăнтарма пулать-и?

7 Сен, 2018

Вăрнар районĕнче Чапаев ячĕллĕ колхозăн пулнă территорире 5 гектара яхăн пултăран ашкăрса ларать. Ку лаптăка пăхса тăрассишĕн Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă пулин те территорие çак усалтан тасатас тĕлĕшпе нимĕн те тумасть вăл. Пултăранпа кĕрешес ыйтупа хăй вăхăтĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă канашлу та ирттернĕччĕ. Сирĕнтен, хаçат ĕçченĕсенчен, пирĕн тăрăха килсе курма ыйтатпăр, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен явапсăрлăхне кăтартакан тĕслĕхпе паллашма сĕнетпĕр.

Аристарх ИВАНОВ.
Вăрнар районĕ.

Сосновский пултăранĕ, шел те, пĕр района çеç шар кăтартакан усал мар. Вăл республикăра анлă сарăлнă. Çултан-çул çак ÿсен-тăран ярса илекен лаптăк виçи хушăнсах пырать.
Çĕршывра пултăрана иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче выльăх апачĕ валли ятарласа ÿстерме пуçланă. Анчах кĕçех вăл усăсăр пулни палăрнă: пултăранран хатĕрленĕ силоса çинĕ хыççăн ĕнесем йÿçĕ сĕт пама тытăннă. Çавăн пекех вăл çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ пулни палăрнă: ÿсен-тăран сĕткенĕ ÿте лексен пĕçертсе ярать, куçа кĕрсен суккăрлатма пултарать, этемĕн нерв тытăмне сиенлес хăрушлăх та пысăк. Çавна май Кавказран илсе килнĕ наркăмăшлă курăкпа çыхăннă сăнавсене вĕçлеме палăртнă. Анчах пултăран, пирĕн тăрăхри ăшă хĕвел айĕнче хăйне лайăх туйса илнĕскер, «парăнма шухăшламан та». Сивĕрен те, типĕ çанталăкран та хăраманскер сарăлсах пынă.
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх — пултăрана çĕнтерме питĕ йывăр. Унăн вăрри тăпрана лексен тарăн тымар ярать, туни ÿссе тĕрекленет, çултан-çул çĕнĕрен те çĕнĕ территорие ярса илет. Вăл ытларах пăрахăçа тухнă çĕрсене кăмăллать. Юлашки çулсенче Киров, Чулхула, Тула, Свердловск, Ленинград, Мускав облаçĕсемшĕн вăл чăн-чăн тăшман пулса тăчĕ. Çав вăхăтрах Чă-ваш Ене те «пусмăрлать». Наркăмăшлă ÿсен-тăрана тĕппипе пĕтермелли мелсене ăсчахсем те шыраççĕ. Раççей ăслăлăх академийĕнче ятарлă комисси туса хунă. Санкт-Петербургра çивĕч çак ыйтупа Вăрман хуçалăхĕн ăслăлăх- тĕпчев институчĕ ĕçлет. Ăсчахсем пуç ватнă вăхăтра халăх та алă усса лармасть, «оккупанта» хирĕç тăмалли меслетсене шырать. Килти хуçалăх çĕрĕсене пултăранран хÿтĕлеме май килсен те уй-хире унран тасатма йывăртарах.
Пултăран хăвăрт сарăлать. Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — тăватă çул каялла вăл 30 гектара яхăн лаптăкра ÿснĕ пулсан, халĕ 250 гектартан та иртнĕ. Хальлĕхе Республикăра çак çум курăкпа кĕрешмелли ятарлă программа çукки те ура хурать. Тулли верси…

Александр ШАШКАРОВ, Вăрнар районĕнчи Упнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Пултăрана пĕтерес тĕлĕшпе ял тăрăхĕн администрацийĕ ĕçлемест тени тĕрĕс сăмах мар. Çуркунне, акă, ферма патĕнчи территорие тасатрăмăр. Çырура палăртнă лаптăка алă вĕççĕн йĕркене кĕртеймĕн. Унта курăка çулса пăрахма трактор та кĕртсе яма çук: нумай çул хушши юхăнса выртнă территорире тем тĕрлĕ тимĕр-тăмăр та, ăптăр-каптăр та пур. Ку ыйтупа эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе Вячеслав Горбуновпа та калаçнă, малашнехи ĕç-хĕл йĕркине палăртнă. Кĕркунне пултăранпа кĕрешнин усси сахал, мĕншĕн тесен ватă ÿсен-тăран вăрă сапнă хыççăн «вилет». Çĕр юртан тасалсан çамрăкки шăтса тухать. Çавăнпа халĕ пултăранпа «кĕрешни» укçа тăкни çеç тесе шухăшлатпăр. Çуркунне ятарласа самолет чĕнсе илесшĕн, сывлăшран им-çам саптарасшăн. Çак тĕллевпе 20 литр «Торнадо» туянса хунă ĕнтĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.