Çитес уйăхра хута яма шантараççĕ
Федерацин «Волго-Вятскуправтодор» хысна учрежденийĕ подряд организацийĕпе кăçал çирĕплетнĕ договорпа килĕшÿллĕн Мăн Çавал юхан шывĕ урлă хывнă Çĕрпÿ кĕперне кăçалхи юпа уйăхĕнче туса пĕтермелле.
— Реконструкцие графикра пăхса хăварнă вăхăтра вĕçлĕç, — çирĕплетрĕç учрежденин пресс-службинчен. — Подрядçă унăн юлашки тапхăрне пуçăнчĕ: кĕпере икĕ енчен пырса кĕмелли çулăн чи çÿлти сийне асфальт хурать.
Иртнĕ уйăхсенче вăл кунти трассăна сарлакалатса йывăр машинăсене чăтакан «тумтир тăхăнтартнă». Тĕпне хăйăр, ун çине шур чул, асфальтобетон 11 сантиметр, хыççăн татах ăна тепĕр сий сарнă. Шыва юхтармалли икĕ пăрăх, çул çинче пухăнакан çумăр шывне тасатмалли сооруженисем вырнаçтарнă.
Комментировать