«Эпир хамăрăн хулара»: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарти пысăк стройкăсене çитсе курчĕ

6 Сен, 2018

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян тĕп хулари пысăк стройкăсене çитсе курчĕ, виçĕ объектри ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

Михаил Игнатьев чи малтанах Шупашкарăн Çурçĕр хĕвел анăç районĕнчи «Университет» микрорайона çитсе курчĕ. Х.Миначев урамĕнче çĕкленсе ларнă çĕнĕ çурт умĕнче ăна «ТУС» фирмăн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов кĕтсе илчĕ.

Микрорайонăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 33,7 гектар. Паянхи кун тĕлне 165 233 тăваткал метр çинче пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. 2025 çул тĕлне вăл 277 848 тăваткал метрпа танлашĕ. Халăх йышĕ те ÿссе пырать, хальхи вăхăтра 9 пин ытла çын, малашне 15 пине çитĕ.

Микрорайонта икĕ садик пулмалла, пĕрне тума пуçланă ĕнтĕ. Çитес çул 1500 ача вырнаçмалăх шкул çĕклеме тытăнасшăн, кăшт каярах — тепĕр садик. Николай Федорович пĕлтернĕ тăрăх, спорт комплексĕ те ÿссе лармалла, парк зони те чуна илĕртме пуçламалла. Микрорайон тавра асфальт çул выртĕ.

Михаил Васильевича çакă та кăсăклантарчĕ: хальхи вăхăтра миçе пÿлĕмлĕ хваттерсем «модăра-ши»? Гендиректор пĕлтернĕ тăрăх, хваттер туянакансенчен пĕр пайĕ малтан пĕр пÿлĕмлине илнисемех. Мĕншĕн-и? Вĕсене кунта пурăнма хăтлă. Иккĕмĕшĕнчен, çурт-йĕр пахалăхĕ тивĕçтерет. Çавăнпа, çемье ÿссе пынă май, икĕ е виçĕ пÿлĕмлисене туянас текенсем ытларах-мĕн.

«Амазони» этнокомплекс — Михаил Игнатьев çитсе курнă иккĕмĕш объект. Унта тĕлĕнмелле этнокĕтес пуласса кĕтетпĕр, анчах строительство темшĕн тăвалла хăпарса çитеймест. Нухратне те çителĕклĕ уйăрса параççĕ, апла пулин те ĕç вырăнтан кирлĕ хăвăртлăхпа тапранаймасть. Мускав çыран хĕрри пирки те çавнах каламалла. Унта та ĕç палăртнă майпа пыраймасть. Çавна пула подрядчиксене те улăштарма тивнĕ. Акă хальхинче çыран хĕрринче «Автодор» организаци ĕçлет. Вĕсен контракчĕ чÿк уйăхĕччен. Тума палăртнă ĕçĕн 20 процентне кăна пурнăçланă. Михаил Васильевич предприяти ертÿлĕхĕнчен ăнлантарса пама ыйтрĕ. Директор заместителĕ Виктор Разумов сăлтавсене уçăмлатаймарĕ, анчах умри ĕçсене вăхăтра вĕçлеме шантарчĕ. 

«Çĕнĕ хула» микрорайонта та пулчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Кунта çитсенех кăмăл та уçăлнă пек пулчĕ. Çĕнĕ хăтлă хутлăх хавхалану кÿрет. Строительсем те  кăмăлтан калаçрĕç.

Халĕ нумай хваттерлĕ 8 çурта хута янă тата 8-не хăпартаççĕ, проектра тата 13 çурт. Кунта 5,5 пин çын пурăнать, уйăхра вăтамран 110 çын пропискăна тăрать.

Иртнĕ çул ачасемпе аслисем валли поликлиникăсем уçнă, ача сачĕ ĕçлеме пуçланă. Паян тепĕр садик, 1600 ача вырнаçмалăх шкул тăваççĕ. Çитес çул пуçламăшĕнче Çĕнĕ хулана троллейбус та çитĕ.

Çамрăксем валли çĕнĕ, паянхи кун ыйтакан обьектсем çĕкленеççĕ. Акă воркаут тата скалодром лапамĕсенех илер. Пушă мар вĕсем, каччăсем тренировка ирттереççĕ. Ача лапамĕнче ашшĕ-амăшĕсĕр çÿрекен шăпăрлансенчен Михаил Васильевич çапла ыйтрĕ: «Хăвăр çеç çÿреме шикленместĕр-и?» Хĕр-пĕрчисем хăюллăнах : «Эпир хамăрăн хулара», — тесе хуравларĕç.

Михаил Игнатьев çул çÿревĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. «Çĕнĕ хуларах» вăл строительство тата кредит организациĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ, ипотека кредичĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

 

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать