Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен...
Ваттисен çак каларăшĕ ăслăлăх-тĕпчев институчĕсенче, сăнав лабораторийĕсенче тăрăшакансене çеç пырса тивменнине паян çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать. Палăрăмлă та курăмлă ÿсĕм-çитĕнÿ тăвас тесен кирек камăн та малтан хăйĕн пĕлĕвне пуянлатмалла, тавра курăмне анлăлатмалла, темĕнле кăткăслăх пытарса тăракан ыйтăва та уçăмлă хурав пама пĕлмелле. Сăмах та çук: тыр-пул çитĕнтерекен те паян аграри тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илмесĕр пÿлмене пуянлăхпа тултараймĕ.
«Пирĕн ĕçре нимĕнле вак-тĕвеклĕх те çук. Эпир малтисенчен вĕренессине, вĕсен опытне çул парассине яланах тĕп вырăна хума тăрăшнă», - тет Йĕпреç тăрăхĕнчи паллă çĕр çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Валентина Белова. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный фронтовик» колхозăн агрономи службине ертсе пынă.
Мĕнлерех тăрăшулăхпа тата пуçарулăхпа ĕçленĕ çак хĕрарăм! Чăваш ял хуçалăх институтĕнче /халĕ - академи/ илнĕ пĕлÿпе кăна çырлахман Валентина Филимоновна. Малалла вĕренессине чи малти вырăнта тытнă, колхозниксемпе механизаторсем валли хуçалăхра ял хуçалăх пĕлĕвĕсен шкулне йĕркеленĕ. Тахçан Кĕлĕмкассисем кашни гектартан 10-15 центнер тырă пухса кĕртнине те лайăх тенĕ, пурăна-киле 25-30 центнерпа танлашакан çитĕнÿ те тивĕçтерми пулнă вĕсене.
Кирек мĕнле тăпра та, вăл пулăхлă-и, пулăхлă мар-и, хăйне чăн-чăн хуçа пек пăхнине юратать. Енчен те кăткăс, теветкеллĕ лару-тăрура ĕçлеме тивет тĕк хресчене икĕ хут ытларах вăй хума тивет. Валентина Белова агроном-новатор районти ĕçтешĕсене кун пирки тăтăшах асăрхаттарса, ас тутарса тăратчĕ. Шел, халĕ тивĕçлĕ кану ирĕклĕхĕпе усă куракан тыр-пулçă çинчен иртнĕ вăхăтпа çырмалла пулса тухрĕ. Куçпа виçейми пусăсенче вăл çĕнĕ сортсем татах çитĕнтеретчĕ ĕнтĕ, анчах юлашки вăхăтра сывлăхĕ чир-чĕре пула палăрмаллах хавшанипе юратнă ĕçрен уйрăлма тиврĕ ăна. Вăл кайнă хыççăнах хуçалăх ертÿлĕхĕшĕн тĕп тĕллев пулса тăнă «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен» каларăш Кĕлĕмкассипе Туçа тăрăхĕнче хăйĕн тĕп пĕлтерĕшне çухатма тытăнни куç кĕрет. «Красный фронтовик» унччен кашни çулах пăрçа акатчĕ. Начар тухăç нихăш çул та илмен. Паян çак культура пусă çаврăнăшĕнче çук. Туса илесси тăкаксемпе çыхăннă тесе сăлтавланă. Белокпа тата клейковинăпа пуян çурхи тулă лаптăкне те икĕ хут пĕчĕклетнĕ.
Хăй вăхăтĕнче Валентина Белова тĕслĕхĕпе районта нумай çул ÿсекен пăрçа йышши культурăсене ытларах акса тума, çавăн пекех пусă çаврăнăшĕнче клеверпа люцернăна та тивĕçлĕ вырăн пама тытăннине палăртмалла. Паянхи кун çак курăксен лаптăкĕсем 1200 гектартан та иртеççĕ. Клеверпа люцерна иккĕшĕ те сидерат ÿсен-тăрансен çемйинчен. Хуçалăхсем люцернăна пĕр уйра 5-6 çул таран тытаççĕ. Валентина Филимоновна шухăшĕпе - ку тĕрĕс мар, курăкшăн 3-4 çул çителĕклĕ-мĕн. Çак тапхăрта вăл тăпрана кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе пуянлатма та, çĕр тытăмне лайăхлатма та ĕлкĕрет. Пилĕк çул хыççăн люцернăна пусă çаврăнăшĕнче тытни тăкаклă, мĕншĕн тесен тĕп тымар тытăмĕн тĕрекĕ çухалма пуçлать.
Люцерна - нумай çул ÿсекен паха курăк кăна мар, тырăсем умĕн акмалли чи лайăх культура та. Çакă паллă: клеверпа люцернăран пысăк пахалăхлă утă тата силос хатĕрлеме йывăр - тăкак чылаях пуçтарăнать. Пĕтĕмĕшле илсен пăрçа йышши культурăсенчен ытларахăшĕ силос валлиех мар, вĕсем лайăх пахалăхлă сенажа юрăхлă. Люцернăра витаминпа каротин тата микроэлемент нумай пулни çак апатăн тутлăлăхне ÿстерет. Ĕнесем люцерна сенажне ним юлмиччен çисе янине асăрханă-и? Илепертен хывнă силос та пахалăхлă.
Ял хуçалăхĕнче, пайăррăн илсен çĕр ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене çул парса пынă çĕрте, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчи пек йывăрлăх-чăрмав халĕ çук темелле. Чикĕ леш енчи анлă сарăлнă информаци технологийĕсемпе те çийĕнчех паллашма майсем пур. Интернет пулăшнипе таçта та «çитетĕн», темĕн те пĕлетĕн. «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен» каларăша кăна манăçа хăварар мар. Агрономсене - çĕр ĕç технологĕсене - куллен-кун пулăшса пырас ĕçре ют çĕр-шывсенче, çавăн пекех Раççейĕн уйрăм регионĕсенче усă куракан «Уй журналĕ» тесе ят панă кăсăк программа пĕлтерĕшĕ пысăк пулассăн туйăнать. Унта кашни уйăн уйрăмлăхĕсене шута илеççĕ: вăл е ку пусăри тăпра пахалăхĕ мĕнле пулни, унта мĕнле культурăсем çитĕнтерни, мĕнле удобрени тата ăна мĕн чухлĕ хывни, тухăç мĕн чухлĕ пулни, продукци мĕн хака кайса ларни уçăмлăн курăнать. Йĕркеллĕ çырса пыни малтан тунă йăнăшсенчен хăтăлма, тĕллевсем палăртнă чухне малашнехи аталанăва уçăмлăрах курма пулăшасси пĕрре те иккĕлентермест.
Пурăна-киле ку программа Чăваш Енри агрономсемшĕн те куллен усă курмалли «кĕнеке» пулса тăрасса шанатăп.
Пĕтĕмлетсе çак шухăша палăртассăм килет: ăслăлăх техника прогресĕ малалла хăватлăн аталанса пыни хăйсен ĕмĕрне çĕр çинче ĕçлесе ирттерекенсен умне пĕр ыйту хыççăн теприне кăларса тăратать, вĕсене вăраха ямасăр ăнăçлă татса пама паянхи хресченĕн самана таппинчен юлмасăр утма тăрăшмалла. «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен» тенине ăша хывакансем шăпах çапла тăваççĕ те.
Комментировать