Шкул тата спорт тумĕсем пулмалла
Калăр-ха, ачана шкула ятарлă формăсăр çÿренĕшĕн явап тыттарма юрать-и? Вĕренекен пĕлÿ çуртне формăсăр килчĕ тĕк ăна урока кĕртеççĕ-и?
Вера МАРКОВА, Красноармейски районĕ.
Вулакан ыйтăвне «Гарант» компани эксперчĕ Светлана ДАНИЛОВА хуравлать:
— Вĕрентÿ саккунĕпе килĕшÿллĕн кашни шкул хăйĕн йышăнăвĕпе вĕренекенсене суйласа илнĕ тумпа çÿретме пултарать. Унăн тĕсĕ, ĕлки, эмблеми мĕнле пулмаллине шкул документĕнче палăртаççĕ. Шкул уставĕпе килĕшÿллĕн вĕренекенсен пĕлÿ çуртне — шкул, физкультура урокне вара спорт тумĕпе килмелле. Енчен те ача шкула тĕрлĕ сăлтава пула /тум вараланнă е ăна вăрланă, пушарта çуннă/ шкул формисĕр килсен те явап тыттармалла мар. Енчен те вĕренекенĕн унашкал тум пачах çук пулсан та /куншăн вăл мар, ашшĕ-амăшĕ айăплă, çавăнпа ачана ятламалла мар/, явап тыттармалла мар. Пĕлÿ çуртне формăсăр килнĕ ачана шкула кĕртмесĕр тăма та юрамасть. Çакна вăл ятарласа çапла тунă, пĕлсе тăрсах шкул уставне пăснă пулсан та асăрхаттарнипех çырлахмалла.
Комментировать