Чăваш Ен - малтисен йышĕнче

7 Дек, 2013

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кÿрекен нумай функциллĕ центрсен /НФЦ/ сечĕсене аталантарас ыйтупа РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев телекурав мелĕпе ертсе пынă конференцие хутшăнчĕ.

Раççей премьер-министрĕ çĕр-шыв субъекчĕсемпе тÿрĕ çыхăнăва кĕчĕ. Халăха тĕрлĕ справка, документ илмешкĕн черетре тăрса нумай вăхăт çухатасран çăмăллăх туса парас тĕллевпе НФЦсене хута яни тĕп тĕллев пулнине палăртрĕ.

Çĕр-шывра раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 848 НФЦ ĕçлет. Унăн çăмăллăхĕпе пĕтĕм халăхăн виççĕмĕш пайĕ усă курать. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле çакнашкал объекта 3 пине çитермелле, вара Раççейре пурăнакансен 90% "пĕр чÿрече" принциппа пулăшу илĕ. "Документсем паракан тата йышăнакан пĕрлехи пунктсем кашни хулапа муниципалитетра пулмалла. Ку - стратеги пĕлтерĕшлĕ", - терĕ Дмитрий Медведев. Çут тĕнчене "çĕнĕ кайăк" килсенех ун валли документсем тутарма тытăнмалла. Çурални çинчен калакан свидетельство, страховани полисĕ, ИНН... Пурăна киле вĕсем ăна татах та кирлĕ пулĕç.

РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Олег Фомичев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен 2013 çулта НФЦ сетьне ăнăçлă аталантарнă регионсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Чи малта - Мускав, Санкт-Петербург хулисем, Краснодар крайĕ, Калуга, Чул хула, Пенза облаçĕсем. Çав вăхăтрах кăçал Архангельск, Псков облаçĕсенче, Карачай-Черкес республикинче пĕр НФЦ та туман.

РФ Правительстви 2014-2015 çулсенче центр сетьне аталантармашкăн федераци бюджетĕнчен 6 млрд тенкĕ уйăрма палăртать.

Малта пыракан субъектсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç. Краснодар крайĕнче "пĕр чÿречепе" халăхăн 76% усă курать. Çитес çул тата 12 НФЦ тăвасшăн. Томскра çамрăк ашшĕ-амăшне пепке çурални çинчен калакан свидетельство вăраха ямасăр илме пулăшас тĕллевпе "Манăн пĕчĕкскерĕм" программа ĕçлет.

РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указне пурнăçланă май Чăваш Енре 2013 çул вĕçленнĕ тĕле НФЦсем 116 "чÿречене" çитĕç. Кăçал 10 уйăхра 162 пин ытла çын пулăшу ыйтнă.

Республикăра тĕслĕх библиотекăсем те справка, документ парас-илес енĕпе халăхăн кăмăлне тивĕçтерме тытăнчĕç. 120-шĕ "пĕр чÿрече" принциппа çынсене пулăшу кÿрет.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.