Республика суйлава хатĕрленет

27 Авг, 2018

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ — çĕршывра пĕрлехи сасăлав кунĕ. Суйлава Чăваш Ен те хутшăнать.

Çак кун Чăваш Енри 23 муниципалитетри 76 ял-хулара 86 суйлав участокĕ уçăлать. Суйлава хутшăнма 352 кандидата регистрациленĕ. Çак йышра партисем сĕннисем те, хăйсен ирĕкĕпе тăратнисем те пур. Сасăлава пыракан халăхăн хăрушсăрлăхне, терроризм преступленийĕсенчен хÿтĕлессине паян ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн черетсĕр ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

ЧР ШĔМ обществăри йĕркелĕхе сыхлакан полици пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Семенов йĕрке хуралçисем ĕçе пуçăнни çинчен пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăт тĕлне суйлав иртекен тата сасăлав докуменчĕсемпе хатĕрĕсем упранакан вырăнсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. Суйлав кунĕсенче полици сотрудникĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлеме пуçлаççĕ. Çавăн пекех йĕркелĕхе сыхлама халăх дружинине, уйрăм çынсен хурал организацийĕсене явăçтарма йышăннă. Суйлав участокĕсенче металл шыракан хатĕрсем вырнаçтарма палăртнă. Çав хатĕрсем çавăн пекех кашни полицейски аллинче пулĕç.

Росгварди салтакĕсем те республикăра суйлава хатĕрленсе ирттерме хутшăнĕç. Управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Каринкин каланă тăрăх — 200 яхăн сотрудник çак кун Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенче йĕркелĕхе сыхлĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав умĕнхи кунсенче уйрăмах сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Республикăри лăпкă лару-тăрăва пăлхатма хăтланакансем, суя информаци саракансем пулма пултарасси çинчен аса илтерчĕ. Çавна май халех профилактика мероприятийĕсем ирттерессине йĕркелеме, иккĕленÿллĕ самантсем пуррине сиссен тивĕçлĕ органсене пĕлтерме сĕнчĕ.

Авăн уйăхĕнчи суйлав пысăк калапăшлă мар. Апла пулин те, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков палăртнă тăрăх, яваплăх пысăк. Пурин те суйлава уççăн, саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕс, хирĕç-тăрусем сиксе тухасран асăрханса ирттерсе ярассишĕн тăрăшмалла. «Кăçалхи пуш уйăхĕнче РФ Президенчĕн суйлавне ирттернĕ чухне пухнă опыт хальхинче те усăллă пулассине шанса тăратăп», — терĕ вăл пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласси иккĕлентерменнине палăртса.

Президент кампанийĕ ăнăçлă иртнине РФ Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Александр Кинев та çирĕплетрĕ. Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕскер координаци канашлăвĕн ларăвне хутшăнчĕ. Хăна иртнĕ суйлавра пирĕн республика лайăх енчен кăна палăрнăшăн РФ ТСК председателĕ Элла Памфилова тав туни çинчен пĕлтерчĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать