«Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем шкул сумкине тултарма пулăшрĕç
«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Шкул сумкине тултаратпăр» акцие пĕтĕмлетрĕ. Аса илтерер, ăна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн йĕркеленĕччĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкул ачисем валли пухнă канцеляри таварĕсене йывăр лару-тăрура пурăнакан, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен шăпăрлансем патне илсе çитересси.
Редакци йĕркеленĕ ыр кăмăллăх акцине «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕсем канцеляри таварĕсене паян Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл, Лапри Чăрăшкасси ялĕсенче пурăнакан çемьесем патне илсе çитерчĕç.
5 ачине пĕччен çитĕнтерекен Наталья Николаева лару-тăру çăмăл маррине палăртрĕ. 5-мĕш, 3-мĕш класа кайма хатĕрленекен ачисене шкула хатĕрлеме укçи-тенки сахал мар кирлĕ пулнă. Çывăх тăванĕсем, хунямăшĕ укçан пулăшаççĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем канцеляри таварĕсем тыттарсан йăл кулăпа çиçрĕ çамрăк амăшĕ. Лапри Чăрăшкасси ялĕнчи Татьяна Петрова та 5 ачине хăех ÿстерет. Аслă ывăлĕ Ваня кăçал — 9-мĕшне, Павлик 1-мĕш класа кайма хатĕрленеççĕ. Хаçат ĕçченĕсем тыттарнă парнешĕн уйрăмах Павел савăнчĕ, хутаçри тетрадьсене, сăрăсене, кăранташсене тыта-тыта пăхрĕ. Шуршăла Куславкка районĕнчен куçса килнĕ Игорьпе Елена Степановсем — 6 ача ашшĕ-амăшĕ. Вĕсен икĕ ачи — Савелийпе Валерия — 3-мĕш класа кайма хатĕр ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ пытармарĕ: пĕчĕкскерсем валли шкул тумĕ, хатĕр-хĕтĕр туянса 20 пине яхăн тенкĕ тухса кайнă. Ку çемье бюджетне палăрмаллах тăкак кÿнĕ. Ара, çемьене тăрантараканĕ Игорь çеç, мăшăрĕ — декрет отпускĕнче. Çак ялти Никитинсен, Шакамановсен ачисем те парнеллĕ пулчĕç. Унсăр пуçне хаçат ĕçченĕсем шăпăрлансене «Хыпар» издательство çуртĕнче тухса тăракан «Тетте» журналпа «Тантăш» хаçат та тыттарчĕç. Лайăх вĕренме çеç мар, чăваш хаçат-журналне те вулама сунчĕç.
Комментировать