Колхозсем çапла йĕркеленнĕ

24 Авг, 2018

Хресченсем пĕрлешсе ĕçлес юхăм 1927 çулхи раштав уйăхĕнче иртнĕ ВКП/б/ XV съезчĕ пуличчен (историе вăл «коллективизаци съезчĕ» ятпа кĕрсе юлнă) чылай çул маларах вăй илнĕ. Пысăках мар ушкăнсене тĕрлĕ ят панă: артель, коммуна, юлташлăх.

Килĕшменнисене тăшманпа танлаштарнă

Ячĕсем хитре пулсан та палăртнине пĕтĕмпех алă вăйĕпе пурнăçланăран вĕсен ĕç тухăçлăхĕ çав-çавах аталанайман — унчченхи шайрах юлнă. 1929 çул пуçламăшĕнче республикăра 18 коммуна, 77 артель, 251 юлташлăх шутланнă. Ытларах чухăнсем вăй хунă. Вĕсен лашасăр пуçне нимĕнле техника та пулман. Хресченсем çĕршыври аталанса пыракан хуласен халăхне апат-çимĕçпе тивĕçтереймен. Хакĕ рабочисене çырлахтарман. Çавăнпа та съездра ялсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелеме йышăннă. Колхозсем пĕчĕккĕн вăй илсе трактор, сеялка, плуг, ыттине те туянма пултарасса ĕненнĕ. Вĕсене пулăшма промышленноç предприятийĕсенче вăй хуракан 25 пин рабочие яла яма йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш тăрăхне Чулхуларан 1930 çулта 87 рабочи килсе çитнĕ.
ВКП/б/ Тĕп Комитечĕ 1929 çулхи чÿк уйăхĕнчи пленумра çĕршывра талккăшĕпех коллективизаци ирттерме палăртнă. Районсенче машина-трактор станцийĕсем йĕркеленĕ, кĕске вăхăтлăх курссенче ял хуçалăх кадрĕсем хатĕрленĕ. 1930 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне 121267 хуçалăхран /мĕн пур хресчен хуçалăхĕн 67,9%/ 1346 колхоз чăмăртаннă. Шел те, нумайăшĕ хут çинче кăна шутланса тăнă. Колхоза хресченсене хăйсем ыйтса çырнипе мар, пухура тулли списока сасăлаттарнипе йышăннă. Пăрачкав районĕнчи 900 хресчен çемйи пурăнакан Пысăк Улхашра /халĕ Çĕмĕрле районне кĕрет/ пухăва 100 çын пынă, 30-шĕ çеç колхоза кĕме сасăланă. Анчах та, активистсем ĕнентернĕ тăрăх, ку ялти хресченсем пурте хăйсен ирĕкĕпе пĕрлешÿллĕ хуçалăха кĕнĕ имĕш. Тепĕр кунне килĕрен киле çÿресе колхоза куçмалли пурлăха шута илме пуçланă. Килĕшменнисене, хирĕç тăракансене кулак тесе айăпласа арестленĕ. Патăрьел районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи влаç йышăнăвне пăхăнман 14 хресчен хуçалăхне пысăк штраф хунă. Ăна вĕсен 24 сехетчен тÿлесе татмалла пулнă. Паллах, хушу пурнăçланайман. Вара пурлăхне суттарнă. «Колхоза кĕместĕн пулсан эсĕ совет влаçĕн тăшманĕ», — тенĕ.
ЧР Патшалăх архивĕнче Йĕпреç районĕнчи Савкка ялĕнчи Яков Исаевăн колхоза вăйпа хистесе кĕртнине çирĕплетекен документсем упранаççĕ. Ăна хуçалăх правленийĕн председателĕ хăй унччен çырса хатĕрленĕ ыйтăва килтисемпе сÿтсе явма ирĕк памасăрах хăратса алă пустарнă. Яков Исаевич пулăшу ыйтса Чăваш АССРĕн Тĕп Ĕçтăвкомĕн Президиумне çыру янă. Чылай вăхăтран унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Хистени усă кÿмен

Кашни ялтах тĕрлĕ мерăпа усă курнă: ирĕксĕрленипе килĕшменнисен суйлав правине туртса илнĕ, лавккара чи кирлĕ таварсене сутма чарнă, налук виçине пысăклатнă, юлашкинчен пурлăхне туртса илсе Çĕпĕре е Казахстана ăсатнă. Партин Чăваш обкомĕн 1930 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çулталăк вĕçлениччен коллективизацие вĕçлемелле пулнă. Анчах тĕллев путланнă. Васкаса тунă йышăну ырри патне илсе çитермен. Хресченсем выльăхсене колхоза парас мар тесе пусма тытăннă. Çĕршывра 1928 çулта 33,5 млн лаша шута илнĕ, 1932 çулта — 19,6 млн. Ĕне йышĕ çак тапхăрта 70,5 млн пуçран 40,7 млн кăна юлнă. Сурăхпа качака шучĕ 3 хута яхăн чакнă. Республикăра 1930 çулхи малтанхи çур çулта çеç сыснасен йышĕ — 37, ĕнесен — 20, сурăхсен 11 процент сахалланнă. Хресченсем хĕсĕрленипе çилли тулса çитнĕрен колхозран тухнă. 1930 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 1212 пĕрлешÿллĕ хуçалăхран 51 кăна юлнă. 1931 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕнĕ юхăмăн хастарĕсене пуçтахланнăшăн 379 хутчен тапăннă, 96 тĕслĕхре кил- çуртне, пĕрлешÿллĕ хуçалăх çурт- йĕрне тĕртсе çунтарнă, общество выльăхне наркăмăшпа сиенленĕ.

Никама та шеллемен

Колхозсенче йĕркесĕрлĕх хуçаланни çитмен, патшалăха тырăпа тивĕçтерсе тăракан çирĕп хресченсене кулак тесе айăпласа тĕп тунă. Халăх хĕрсе çывăрнă вăхăтра киле çĕрле пынă. Пурлăхне тытса илнĕ, хăйсене пĕтĕм çемйипех Урал тăрăхне, Çурçĕре, Çĕпĕре е Казахстана ăсатнă. Çумĕнче кăкăр ачи пур-и унăн е вилес патне çитнĕ ватă-и вăл — никама та шеллемен. Нумайăшĕ каялла таврăнайман. Сивĕпе, выçăпа çул çинче те вилнĕ. Тифпа чирленĕ. Чылай тĕслĕхре çынсене кулаксен йышне тĕрĕс мар кĕртнĕ. Çакна Чăваш Патшалăх архивĕнчи пĕр тĕслĕх лайăх çирĕплетет. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.