Пушара сÿнтерме мар, унран сыхланма çăмăлрах

21 Авг, 2018

Вăрă хыççăн юлать, вут-çулăм вара нимĕн те хăвармасть. «Хĕрлĕ автан» çулне вăхăтра пÿлмесен вăл пурлăха кĕл-кăмрăка çавăрать, этем пурнăçне татать.

Ăнлантару ĕçĕ ирттереççĕ

Шел, кăçал вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — кăçал пирĕн республикăра 574 пушар пулнă /çурла уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне/, пĕлтĕр çак тапхăрта — 538. Урăхла каласан, 6,7% нумайрах. Вĕсенче 44 çын пурнăçĕ татăлнă /37, çав шутран 3-шĕ ача/, ÿсĕм — 19%. 52 çын суранланнă /46/, пĕлтĕрхинчен 13% ытларах. Кăçалхи малтанхи ултă уйăх кăтартăвĕсене тишкерес тĕк — вут-çулăмпа çыхăннă лару-тăру Улатăр, Канаш, Шăмăршă, Тăвай, Вăрмар районĕсенче тата Канашпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче уйрăмах кăткăс.
Инкексен тĕп сăлтавĕсем — электрохатĕрсемпе усă курмалли, кăмакасене тумалли тата вĕсене ĕçлеттермелли правилăсене пăхăнманни; вутпа асăрханусăр пулни, çав шутрах пирус туртнă чухне те. Специалистсем пушар ытларах чухне пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче алхаснине палăртаççĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ тата инкексен шутне чакарас тĕллевпе МЧС ĕçченĕсем, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ представителĕсем кашни эрнерех пурăнмалли уйрăм секторта рейд йĕркелеççĕ, килсерен çÿресе халăхпа ăнлантару ĕçĕ ирттереççĕ. Çак ĕçе кашни районтах пурнăçлаççĕ.

Тĕп вырăнта — профилактика

Нумаях пулмасть çакнашкал рейд Çĕнĕ Шупашкарти «Ольдеевский» микрорайонта иртрĕ. Хулари 11-мĕш пушар-çăлав чаçĕн ĕçченĕсем пурăнмалли уйрăм çуртсем тăрăх çÿрерĕç. Тĕрĕслеве çавăн пекех Федерацин пушарпа кĕрешекен службин Чăваш Енри 1-мĕш отрячĕн пуçлăхĕ, шалти служба подполковникĕ Александр Бараматов, Çĕнĕ Шупашкарти надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн ертÿçи, шалти служба подполковникĕ Николай Миронов, асăннă хулари ВДПО председателĕ Елена Павлова та хутшăнчĕç.
«Пирĕн тĕллев — пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă çитменлĕхсене тупса палăртасси е çакăншăн явап тыттарасси мар, асăннă правилăсем çине алă сулни мĕн патне илсе çитернине ăнлантарасси. Эпир çынсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр, памяткăсем паратпăр. Çурт хуçисем килне кĕме ирĕк парсан вĕсен огнетушитель е 200 литрлă шыв савăчĕ пурри-çуккине пăхатпăр. Çав пичке яланах тулли пулмалла, унпа пахча çимĕçе шăвармашкăн усă курма юрамасть. Электропралуксен тăрăмне сăнатпăр, вĕсем кивелни, татăлса анни е çара пулни мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки ăнлантаратпăр. Мунча кăмакине тĕрĕс мĕнле тумалли пирки сăмах пуçаратпăр, ăна 3 сехетрен ытла ĕçлеттерме юраманнине аса илтеретпĕр», — каласа кăтартрĕ Николай Миронов. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти пушарнăйсем кашни эрнере рейд йĕркеленине пĕлтерчĕ: кашнин çумне урамсем, çуртсем çирĕплетнĕ, пурин патне те çитмелле. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.