Çумăр çусан яла кĕме çук

21 Авг, 2018

Нумай çул старостăра ĕçлерĕм. Ял варринчи çула юсама [чул сарма] халăхран 50 пин тенкĕ пуçтартăм. Анчах палăртнине пурнăçлама ку укçа çителĕксĕр. Тепĕр 50 пин тенкĕ кирлĕ. Ыйтăва ял тăрăхĕн администрацийĕнче те пĕрре кăна мар çĕкленĕ — вĕсен яланах укçа çук. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чупмасан халăхшăн камăн тăрăшмалла? 5 çул каялла çул тăватпăр тесе 4 машина хăйăр тăкрĕç те — пулчĕ çул тăвасси. Çуркуннепе кĕркунне çумăр çусан яла кĕме çук. Ял çумĕпе асфальт сарнă çул иртет, машинăсене унта лартса хăваратпăр. Пĕр çулхине тăватă кустăрмине те хывса кайрĕç. Хăй вăхăтĕнче, старостăра ĕçленĕ чухне, ялта тирпей-илем кĕртессипе районĕпе пĕрремĕш вырăна тухса 50 пин тенкĕ çĕнсе илнĕччĕ. 1922 çулта пирĕн атте-анне Пучинке ялĕнчен куçса килсе кунта тĕпленнĕшĕн, халĕ кил шучĕ сахалланнăшăн эпир айăплă мар. Ял лаптăкĕ пысăк пирĕн. Сăмах май, Николай Теветкел поэт та Савкара çуралнă. Пирĕн килсем юнашар пулнă. Ача чухне эпир пĕрле выляса ÿснĕ. Мĕнле те пулсан ял хушшинчи çула сартарасчĕ. Эсир пулăшасса шанатпăр.

Сергей НАУМОВ.
Йĕпреç районĕ, Савка ялĕ
.

Вулакан ыйтăвне Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай ФЕДОРОВ хуравлать:

Савка ялĕнче эпир 2013 çулта çул турăмăр. Ун чухне укçа çитменрен вак чула /щебень/ йăлтах сарса çитерейменччĕ. Савкасем хăйсем те çав тери маттур. Чул илме килĕрен киле çÿресе халăхран 50 пин тенкĕ пуçтарнă. Пăшăрханма кирлĕ мар, тÿрех калатăп: çул пулать. «Красный партизан» хуçалăх Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнчен вак чул тиесе килме çитес вăхăтрах машина уйăрĕ. Вырăнти депутат вĕсемпе пĕрле кайĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.