Садике хупас марччĕ
Сывă-и? Ялта клуб тума пуçлани савăнтарать-ха пире, анчах пирĕн «Хĕрлĕ палан» ача садĕнче урай йăтăнса аннă. Çавăнпа кăçал садике хупасшăн, ачасене автобуспа Аслă Арапуçа илсе çÿресшĕн. Ашшĕ-амăшĕ, паллах, çакна хирĕç. Районтисем садике юсама укçа çук теççĕ. Нивушлĕ 50-60 пин тенкĕ тупаймаççĕ-ши? Çурта пĕр юхăнтарма пикенсен йăтăнсах анать вăл. Садикре хальччен икĕ ушкăнччĕ. Ачасем пирĕн малашлăх тетпĕр пулсан «Хĕрлĕ палана» упраса хăварасчĕ, хупма парас марччĕ.
Юрий СТЕПАНОВ.
Патăрьел районĕ, Ишлĕ Шетмĕ ялĕ.
Вулакан ыйтăвне Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила ЮРКИНА хуравлать:
— Ку ыйтăва тин çеç Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсемпе тĕплĕн тишкерсе сÿтсе яврăмăр. Ялта ачасен ашшĕ-амăшĕпе пухăнса пуху ирттертĕмĕр. Кăçал ялти тăхăр çул вĕренмелли шкулта пĕр пÿлĕме юсасшăн, ачасене çавăнта куçарасшăн. Ăна юсаса çĕнетме пуçларăмăр та ĕнтĕ. Ушкăна 16 пепке çÿрĕ. «Хĕрлĕ палана» та юхăнтармăпăр. Çитес çул урая йăлтах ылмаштарăпăр.
Комментировать