Мучи… вăрман каснă

21 Авг, 2018

Шупашкар районĕн прокуратури нумаях пулмасть Кÿкеçре пурăнакан арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе судра патшалăх айăплавне хÿтĕлерĕ. Вăл Уголовлă кодексăн 266 статйин 1-мĕш пайĕпе саккуна пăсса вăрман касни явап тытрĕ.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, Л. кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче Кÿкеç çывăхĕнче Карачура лесничествин территорийĕнче саккуна пăсса бензопăчкăпа усă курса 9 юманпа 3 ăвăса каснă — пĕтĕмпе 6,3 кубла метр. Сиен виçи — 22,5 пине яхăн тенкĕлĕх.
Л. хăйĕн айăпне йышăннине, сиене туллин саплаштарнине, çулĕсем пуррине /арçын 79 çулта/ тата ыттине шута илсе суд яваплăхăн ытла хаяр мерипе усă курман — ăна 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.