Академи — çамрăк тата пĕчĕк талантсем валли
«Эсир хăш студие çырăнтăр?» — сырса илчĕç республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕчĕк журналистсем. Çук, Михаил Васильевич вĕсене хăйне çакнашкал ыйту пани вырăнсăрри пирки каласа кÿрентермерĕ, «чĕнетĕр пулсан сирĕн пата килме хатĕр!» тесе хавхалантарчĕ, паян кунта вĕсем валли аталанмашкăн пĕтĕм услови пуррине палăртрĕ: «Эпир ача чух вара пирĕн унашкалли пулман: ташă, юрă. Тата — спорт. Çакă çеç…»
Чăнах та, Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисен анлă программипе килĕшÿллĕн шăматкун Элькер урамĕнче уçăлнă искусство академийĕ хăйĕн янăравлă ячĕпе килĕшсе тăрать. Паллах, кунта пулас журналистсем кăна çÿремĕç. Кашни ача хăйне интереслентерекен енпе аталанма пултарать: хореографи, бал ташши, инженери, конструктор, ал ĕç шкулĕсем, ытти студи — килĕшекенни тупăнатех. Ахальтен мар ĕнтĕ хĕрлĕ хăйăва каснă май Михаил Игнатьев та кунта республика пуласлăхне туптакансем çитĕнессе çирĕп шаннине палăртрĕ.
Çак çуртра тахçан ача сачĕ пулнă. Унтан Суд приставĕсен службин управленийĕ вырнаçнăччĕ. Приставсем çĕнĕ кантура хыççăн çурт темиçе çул пушă пулнă.
— Юхăнса кайнăччĕ, — терĕ Алексей Ладыков сити-менеджер. — Халь ав — пăхса ытармалла мар. Паллах, унчченхи пек ача сачĕ тума та пулатчĕ. Анчах садиксемпе çыхăннă çивĕчлĕх тĕп хулара ытларах Ленин тата Калинин районĕсемшĕн кăтартуллă, Мускав районĕнче апла мар. Кунта хушма вĕрентÿ валли вырăнсем йĕркелессипе çыхăннă çивĕчлĕх пурччĕ. Искусство шкулĕ 27-мĕш шкул путвалĕнче вырнаçнăччĕ — нÿрĕ, условисем япăх. Çавăнпа çак çурта искусство академийĕ валли парас терĕмĕр.
Реконструкцие 52 млн тенке яхăн хывнă. Унсăр пуçне тата 13 млн тенкĕ ытла — вĕренÿ класĕсемпе залĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме. Халь кунта ытармалла мар хитре шурă рояль те пур.
Академи 1,2 пин ачана йышăнма пултарĕ. 300-400 ача тÿлевсĕр майпа вĕренĕ, ыттисен ашшĕ-амăшĕн вара тăкакланма тиветех. Чăн та, академи ертÿçисем иккĕленмеççĕ: çÿллĕ шайри хушма пĕлÿпе ăсталăхшăн вĕсем тÿлеме те хирĕç мар. Ахаль-махаль кружоксем мар вĕт — академи! Михаил Игнатьев вара сывпуллашнă май ачасене пусăм тусах каларĕ: тăрăшса вĕренĕр, хушма хăнăхусене алла илĕр, çакă сире кайран пурнăçра хăвăрăн вырăна тупма, ăнăçлă çынсем пулма пулăшĕ.
Комментировать