Çара уран утсан та пыл хурчĕ сăхмасть

Паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл сăпасне паллă тăватпăр. Çавăн пекех халăхра ăна Маковей /асап тÿсекен Маковеевсемпе çыхăннă/, Шыв сăпасĕ теççĕ. Çак кун ялсенче пусăсене хĕле хатĕрлеççĕ, вĕсене лайăх тасатаççĕ. Пĕрремĕш Сăпасран вĕлле хурчĕсем хĕл валли пыл пуçтарма пуçлаççĕ. «Пыл сăпасĕччен кăçал пухнă пыла çиме юрамасть», — теççĕ ваттисем. Çĕнĕ пыла чиркÿре сăвапланă хыççăн кăна астивмелле-мĕн. Сăмахăм паян Сăпас пирки кăна мар-ха. Алена Узбековăн «Российская Газета» хаçатра пичетленнĕ «Вĕçсе пĕтерчĕç» статйи шухăша ячĕ. Сăмахĕ унта — тепĕр 17 çултан тĕнчере пыл хурчĕсем пуçĕпех çухалма тата ял хуçалăх куль-турисен тухăçĕ тăруках чакма пултарасси пирки.
«Пыл хурчĕсем вилсе пĕтнĕ хыççăн тепĕр 4 çултан çынсем те çĕр чăмăрĕ çинчен çухалĕç», — тенĕ хăй вăхăтĕнче паллă физик Альберт Эйнштейн. Мĕн пур культурăн 80-90 процентне вĕлле хурчĕсем шăркалантараççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, пыл хурчĕсем 5 çул каялла йышлăн вилме тытăннă. «Экономикăн аслă шкулĕ» наци тĕпчев университечĕн статистика тĕпчевĕсемпе экономика пĕлĕвĕн институчĕ пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре пыл хурчĕсен йышĕ 10 çулта 40 процент сахалланнă. Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенче хăйсен тĕллĕн аталанакан вĕлле хурчĕсен /дикие пчелы/ популяцийĕ — 90, килтисен 80 процент таран вилнĕ. Çакнашкал туртăм сыхланса юлсан пыл хурчĕсем 2035 çул тĕлне çĕр çинчен пачах çухалма пултараççĕ- мĕн. Ун чухне агрокультурăсен пĕрре виççĕмĕш пайне те акса-лартса ÿстерме май пулмĕ. Тата вĕлле хурчĕсем çухални пĕтĕмĕшле экологи катастрофи патне илсе çитерес хăрушлăх кăларса тăратать.
Чăваш Енре ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши? Кунта та вĕлле хурчĕсен çемйисем çултан-çул сахалланса пыраççĕ-ши? Республикăри хурт-хăмăр агентствин пуçлăхĕ Геннадий Максимов çирĕплетнĕ тăрăх, «тепĕр 17 çултан çĕр чăмăрĕ çинче вĕлле хурчĕсем пĕтме пултараççĕ» тенине шухăшласа кăларнă кăна. Америкăра, Китайра, Хĕвел анăç Европăра çулсеренех хуртсен — 5 пин çемйи, Украинăпа Беларуçра 40 проценчĕ пĕтет. Ученăйсем хурт-хăмăр мĕнле сăлтава пула вилнине тишкереççĕ. «Хальлĕхе сăлтавĕсене палăртман. Çапах варротаз чирĕ ĕçчен хурт-кăпшанка нумай пĕтерни паллă. Чăваш Енре варроа сăвăса пуçласа 1978 çулта тупса палăртнă. 40 çула яхăн кĕрешетпĕр унпа. Сăвăс та, вируслă чирсем те хуртăн иммунитетне чакараççĕ. Çамрăк ăру валли хурт-хăмăра хăварас тесен варротоз чирĕнчен пĕлсе сиплемелле. Утарçăсене вĕрентес тĕллевпе кашни районтах çулталăкне икшер хутчен канашлусем ирттеретпĕр. Халĕ кĕр тăсăлать, хĕл вăрăма пырать, çуркунне сивĕ, час ăшăтмасть. Маларах утă уйăхĕн вĕçнелле хуртсем пыл пуçтарса пĕтерекенччĕ. Халĕ çак тапхăр Сăпасченех пырать. Хăш-пĕр чечек сÿнмен-ха. Çут çанталăкăн тапхăрĕ куçнă, анчах çакна хуртсем хăнăхса çитеймен. Ялан пĕрешкел препаратпа сипленин те усси сахал. Сăвăс ăна часах хăнăхать. Çавăнпа утарçăсен çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ препаратсемпе усă курма тивет. Е вĕсен виçине ÿстермелле. Эмел кăларакансем те имри концентрацисене пĕчĕклетнĕ. Çулсеренех вĕлле хурчĕсене çĕнĕ вируссем ереççĕ. Чăваш Енри лабораторире вируслă чирсене тупса палăртма, шел те, çĕнĕ оборудовани çук. Вырăнти вырăс ăрачĕллĕ хуртсем хаяррине кура хурт-хăмăрçăсем паян карпат ăрачĕллисене ытларах усраççĕ. Вĕсем сахалрах сăхаççĕ, пыл лайăх пухаççĕ. Çавăнпа вырăнти ăрат сахалланса пырать. Пĕтĕм Раççейĕпех халĕ çакăн пек ÿкерчĕк. Анчах кăнтăрти хуртсем кунта хăйсене хăтлă туймаççĕ, 2 çулта та Чăваш Енри çут çанталăк условийĕсене хăнăхса çитеймеççĕ. Вырăнти хуçалăхсенче пыл хурчĕсем шăркалантаракан культурăсене сахал акма тытăнчĕç, çавна май пыл паракан курăксем пĕтсе пынипе çунатлисен иммунитечĕ хавшать. Ас тăватăп-ха: ача чухне уй урлă каçма çукчĕ, хурт тапăнатчĕ. Халĕ хирте çара уран утсан та вĕлле хурчĕ сăхмасть. Икĕ-виçĕ тĕрлĕ курăкпа чечекрен кăна пухнă сĕткенпе хурт çăкăрĕн пахалăхĕ начартарах пулать. Паянхи куна Чăваш Республикинче — 60 пине яхăн хурт çемйи. Маларах 45-55 пин шутланнă. 5 пин те 500 çын вĕлле хурчĕ тытать. Ку — начар мар кăтарту. Хурт вилмесĕр пулмасть. Хăшĕсем çăва тухаймаççĕ. Утарçăсем çемьесене пайласа /отводок туса/ пĕрех хисепне ÿстереççĕ», — терĕ Геннадий Антонович.
Сăмах май, пыл хурчĕсене упраса хăварас тĕллевпе Хурт-хăмăр çинчен калакан саккуна та йышăннă. ПНОн çĕршывсен хушшинчи апат-çимĕç тата ял хуçалăх организацийĕ кăçалтан Пĕтĕм тĕнчери вĕлле хурчĕн кунне çирĕплетнĕ. Ăна çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕрремĕш хут паллă тунă. Хамăр та туятпăр: юлашки 30-35 çулта çанталăк условийĕсем чылай улшăнчĕç. Пĕлĕтлĕ кун нумайланчĕ. Пыл хурчĕсем халĕ 20 талăк сахалрах вĕçеççĕ. Çакă вĕсене хĕле хатĕрленессине витĕм кÿрет. Чăваш хутлăхĕнче пыл курăкĕсен хисепĕ те чакнă. 30-35 çул каялла нумай районти утарçă çăкана шаннă, унран ытларах пыл илнĕ тĕк, хальхи вăхăтра хирти курăксенчен пыл нумайрах пуçтараççĕ. Пирĕн тăрăхри 510,7 пин гектар вăрмантан 48 пинĕшне /9,4 проценчĕ/ кăна çăка йышăнать. Илепер курăкне, фацелие, хура тула, рапса, хĕвел çаврăнăшне хуçалăхсенче сахал акаççĕ. Хăш-пĕр районта çăка пачах юлман. Чылай тăрăхра ун вырăнне хурăнпа ăвăс йышăнса пыраççĕ. Ятарлă уйăхлăхсенче те пирĕн темшĕн çăкана мар, хурăнпа ытти йывăçа лартасси йăлара. Ял хуçалăхĕнче пестицидсемпе, фунгицидсемпе усă курни те пыл хурчĕсен йышне палăрмаллах чакарать. Республикăри паллă хурт-хăмăрçăн Иван Мадебейкин профессорăн шухăшĕпе, районсенче телефон вышкисем лартни те вĕлле хурчĕсемшĕн сиенлĕ. Чечек сĕткенĕ тата чечек тусанĕн калăпăшĕ чакни, вĕлле хурчĕсене тĕпчемелли хальхи йышши наука центрĕ çукки Чăваш Енри хурт-хăмăр отраслĕн аталанăвне ура хурать.

Роза ВЛАСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.