Шупашкартан — Фанагори хулине

Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пыракан ушкăн 30-мĕш чун çÿревре пулчĕ.

Хастарсен йышĕнче — писательсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем. Чи малтанах чун çÿревçĕсене Патăрьел районĕнчи Турханта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, Роза Семенова ертсе пыракан «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Çапах та пирĕн тĕллев — инçе çула кĕскетсе Самар облаçĕнчи чăвашсем патне çитесси. Чун çÿревçĕсем Чăваш Республикин, Чĕмпĕр облаçĕн çĕрĕсемпе 600 çухрăма хыçа хăварса каçалапа Ставропольски районĕнчи Çăлкуçа /Севрюкаево/ çитрĕмĕр. Хăнасене кĕтме Самар облаçĕнчи чăвашсен ЧНК председателĕ Александр Бикмурзин, Николай Сидоров генерал-майор тата Владимир Левуков поэт тухнă.
Çăлкуç ялне Севрюк ятлă чăваш çынни 1706 çулта никĕсленĕ. «Ял тăрăхне 5 ял — Лбище, Кармаево, Мордова, Кольцово тата Çăлкуç — кĕрет. Çăлкуçра 420 хуçалăхра 476 çын пурăнать, пĕтĕмпе тенĕ пекех чăвашсем. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Юрату» фольклор ушкăнне Вероника Климова ертсе пырать», — пĕлтерчĕ Ирина Николаева илемлĕх ертÿçи.
Тĕлпулу каçĕ культура çуртĕнче иртрĕ. Чи малтанах Олег Цыпленков çул çÿрев çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан концерт пуçланчĕ. Тольяттири «Шанчăк» тата «Хĕлхем», Муркаш районĕнчи Москакассинчи «Калинка», Шупашкарти «Сăрнай» тата «Любава» ушкăнсем, Светлана Иванова /Мерчен/, Роза Кольцова, Елизавета Казначеева, Евгений Турхан юрри-ташшипе пухăннисен кăмăл-не çĕклерĕç. Валери Туркай, Раиса Сарпи, Валентина Христофорова сăвăсем вуларĕç. Елизавета Николаева ташăсемпе савăнтарчĕ. Артистсемпе пĕрле ял халăхĕ те юрласа-ташласа савăнчĕ. Олег Цыпленковпа Валери Туркай ку тăрăхри хастарсене Хисеп хучĕсемпе тата кĕнекесемпе чысларĕç.
Малалла пирĕн çул Волгоград, Краснодар облаçĕсем урлă Ханакур хули еннелле выртрĕ. Çурлан 3-мĕшĕнче чун çÿревçĕсене Краснодар крайĕнчи Темрюк районне кĕрекен Веселовка поселокĕнче Владимир Болгарский меценат кĕтсе илчĕ, Хура тинĕс хĕррине палаткăсем лартма пулăшрĕ. Веселовка поселокĕ пысăках мар, çапах та паллă вырăн. Кунта Тăварлă кÿлĕ пур, унăн тинĕсрен юлнă шурă тăварĕ инçетренех курăнса выртать. Унăн хура пылчăкĕ сывлăхшăн сиплĕ пулнине пурте пĕлеççĕ.
Тĕлĕнмеллисем татах та пулчĕç. Пĕрремĕш хут медуза тытса куртăм. Çыран хĕрринчен тинĕселле 300 метра яхăн сĕреке карса хунă, пулла унта виçĕ хура дельфин хăваласа кĕртеççĕ.
Тепĕр кунне малалла тапрантăмăр. Фанагорие çурлан 4-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Фанагори — авалхи хула. Вăл хальхи Краснодар крайне кĕрекен Сенная станица çывăхĕнче, Тамань заливĕнче, Азов тинĕс хĕрринче вырнаçнă пулнă. Мĕн çыхăнтарса тăрать-ха пире унпа? Пăлхарсен ханĕ Кубрат Аслă Пăл-хар патшалăхĕн тĕп хули пулма 7-мĕш ĕмĕрте /632-665/ Фанагорие /Ханакур/ суйласа илнĕ теççĕ. Унăн пĕр ывăлĕ Аспарух Дунай, тепри Катракт Атăл çинче Пăлхарсен патшалăхĕсене йĕркеленĕ.
Эпир кунта 2016 çулхи утă уйăхĕнче килнĕччĕ. Ун чухне лартнă палăк халĕ те вырăнтах. Асăну хăми çине: «Ку тăрăхра 7 ĕмĕрте Атăлçи пăлхар-чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Фанагори пулнă», — тесе çырнине вуласан мăнаçлăх çуралать. Кăçал Владимир Болгарский меценат тата Олег Цыпленков пулăшнипе 1-мĕш хут кунта «Пин çул хушши эпĕ пăлхар» ятлă Чăваш поэзи фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн сăввисем мăнаçлăн янăрарĕç.

 

Николай СМИРНОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.