Ыттисен сывлăхĕ çинчен шухăшла...

29 Мая, 2014

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиен витĕмĕнчен сыхласси» 15-мĕш саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туллин ĕçлеме пуçлать. Унăн хăш-пĕр статйи малтанах вăй илнĕччĕ-ха. Пирĕн хутлăхра, тĕслĕхрен, асăннă документ кун çути куричченех влаç органĕсенче, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕпе спорт учрежденийĕсенче тата ытти вырăнта пирус тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ хутлăх туса хунă.

Саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тĕллевпе «Чăваш Ен» фондпа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пресс-конференци йĕркелерĕç. Мероприятие Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн, ЧР Экономика министерствин представителĕсем те хутшăнчĕç.

«Чăваш Ен» фонд ертÿçи Михаил Федотов пĕлтернĕ тăрăх - çÿлерех асăннă саккун туллин ĕçлеме пуçлани общество апатланăвĕн заведенийĕсене - ресторансене, кафесемпе барсене, кофейнĕсемпе закусочнăйсене тата ыттисене - тÿрремĕнех пырса тивет. Малашне вĕсен сĕтелĕсем çинче кĕл тăкмăшсем пулмĕç, залсене туртма юрани-юраманни тăрăх уйăрмĕç, вĕсем пурте тĕтĕм-сĕрĕмсĕр хутлăх шутланĕç, апатлантармăшра пирус мăкăрлантарманнине пĕлтерекен паллăсене заведение кĕмелли алăк çинех вырнаçтарĕç, табак продукцине рекламăлакан тата вĕсен бренчĕсемпе компанийĕсен маркетинг материалĕсене - барсенчи тата ытти вырăнти бренд аксессуарĕсене, сигарет лайтбоксĕсене - илсе хума тивĕ. Унсăр пуçне пĕтĕм персонала асăннă саккун вăя кĕни çинчен тĕплĕн ăнлантарса памалла, заведени ертÿçисен клиентсене туртма чарманшăн тата пÿлĕмсенче пирус мăкăрлантарнине сивлекен паллăсем пулманшăн пурлăх тĕлĕшĕнчен явап тытассине малтанах пĕлсе тăмалла.

Урамра, çуллахи верандăсенче тата террасăсенче вырнаçтарнă сĕтелсен хушшинче туртма чармаççĕ паллах, мĕншĕн тесен саккун бизнес çыннисене уçă вырăнта туртмашкăн ятарлă хÿтлĕх майлаштарма хистемест. Анчах та унашкалли халăх, уйрăмах çул çитмен çамрăксем, йышлăн çÿрекен çĕртен аякра вырнаçмалла.

Пассажирсене инçете илсе çÿрекен пуйăс-пăрахутра, хулари тата унăн çумĕнчи общество транспортĕнче, хăна çурчĕсенче, ача-пăча лапамĕсенче, хăйăр çинче хĕртĕнмелли вырăнсен чиккинче, тĕрлĕ ярмăрккара, халăх йышлă пухăнакан çĕрте туртмашкăн малашне ирĕк памĕç.

Çÿлерех асăннă саккунăн 16 статйи тăрăх табак сутассине хавхалантарма тата ăна рекламăлама чараççĕ. Пирус-сигарета сăнлакан произведенисене, çав шутра теле тата курав фильмĕсене, кинохроника программисене, экран çине кăларас умĕн çак ĕçе йĕркелессишĕн яваплисен малтан е кăларăм вăхăтĕнче табак сиенĕ çинчен социаллă рекламăна трансляцилеме тивет.

ЧР Экономика министерствин пай ертÿçи Имма Иванова асăннă саккунăн 19 статйи çинче ытларах чарăнса тăчĕ, пухăннисене табак продукцийĕпе суту-илÿ тăвас енĕпе палăртнă чикĕсемпе паллаштарчĕ. Йытă çимен апата кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен киосксемпе палаткăсенче /çавăн пекех автоматсем урлă е дистанци мелĕпе/ сутма юрамасть, лавккасемпе павильонсенче кăна сĕнме пултараççĕ. Табак таварне сентре çине кăлармĕç, ăна туянас текене информацин прайс-хутне кăна сĕнĕç. Унта продукци ятне, хакне тата ăçта туса кăларнине пĕрешкел сас паллисемпе алфавит йĕркипе шурă хут çине хура тĕспе çапса кăларĕç. Клиента хăй суйланă продукцие кăна кăтартаççĕ. Кăмăлĕ пулсан туянать паллах, килĕшмесен - çаврăнса утать.

Сăмах май, 2015 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕр пачка сигаретăн чи йÿнĕ хакĕ 55 тенкĕпе танлашма пултарать - Патшалăх Думин Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитечĕ саккунăн çакнашкал проектне хатĕрлесе Правительствăна çитернĕ. Парламентарисем унăн хакне акциз улшăнăвне кура пăхса тухма тата ку кăтартăва инфляципе çыхăнтарма сĕнеççĕ. Экспертсен шухăшĕпе - 2018 çул тĕлне чи пĕчĕк хак 82 тенке çитме пултарать. Патшалăх палăртнă чи пĕчĕк хака чакарнăшăн граждансене административлă майпа 15 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ, должноçри çынсене - 150 пин /е 3 çуллăха дисквалификацилеççĕ/, юридици сăпатĕнче тăракансене - 300 пин. Чĕркем çине çирĕплетнĕ чи пĕчĕк суммăран йÿнĕрех хак лартсан юлашкисен 500 пин тенкĕ штраф кăларса хума тивĕ. Çавăн пекех производительсем туртакансемшĕн сигарет алă айĕнче пултăр тесе пачкăра вĕсен шутне ÿстерес тенине пÿлсе пĕр курупкăра 20 сигаретран ытла пулмалла маррине тата ăна пĕрерĕн сĕнме юраманнине пĕлтернĕ.

Чи пĕчĕк хака производитель сигарет маркине кура палăртĕ, ку хисеп суту-илÿре палăртнă чи пысăк суммăн 75 процентĕнчен пĕчĕк пулмалла мар.

Саккунра табак продукцине сутмалли вырăнсене пайăррăн асăннă. 2017 çулта çакнашкал тавар суту-илĕвне шута илмелли пĕрлехи тытăм тума шухăшлаççĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская федерацин 15-мĕш саккунĕ вăя кĕнĕ май Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă Кодекса тата реклама çинчен калакан саккуна 2013 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 274-мĕш саккунпа кĕртнĕ улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, табак таварне сутакан тытăмра йĕркене пăснăшăн уйрăм гражданина административлă майпа 2-3 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттереççĕ тĕк, должноçри çынсене - 5-10 пин, юридици сăпатĕнче тăракансене - 30-50 пин таран, çул çитмен çамрăксене ăна сутнăшăн пĕрремĕшĕсене - 3-5 пин, иккĕмĕшĕсене - 30-50 пин, виççĕмĕшĕсене - 100-150 пин тенкĕ таран.

Чару мерисене туртакансен ирĕкне хĕсес тĕллевпе йышăнман. Тата, мĕншĕн вĕсенне кăна? Сăмах кунта туртманнисене хÿтĕлесси, ачасен сывлăхне упрасси çинчен пырать вĕт. Тĕрĕссипе уйрăм çыннăн ирĕкĕ теприн ирĕкĕ пуçланнă çĕрте чикĕленет-çке. Саккун вĕсен çăварĕнчи пируса кăларса илмелле тенине пĕлтермест. Çав вăхăтрах ăçта мăкăрлантарма юранипе юраманнине пайăрлатса кăтартать: хăвăра упрассишĕн тăрăшмастăр пулсан та сирĕнпе юнашаррисен сывлăхĕ пирки шухăшлăр, табак тĕтĕм-сĕрĕмĕпе вĕсене ан тĕтĕрĕр - пирĕнтен кашниннех таса сывлăшпа усă курмалли ирĕк пуррине асра тытăр. Çул çитменнисене пируспа илĕртнипе вара ниепле те килĕшме çук. Мĕншĕн-ха вĕсене табак производителĕсен ĕмĕрлĕх чури туса хумалла? Малалла аталанмашкăн, çитĕнÿсем патне ăнтăлмашкăн, çĕр-шывăмăр ятне-шывне çĕклемешкĕн пирĕн обществăна сывă та таса ăру кирлĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пай ертÿçи Евгения Гурьянова шухăшĕпе - патшалăхăмăр табак туртнин сиенне тата унпа çыхăннă чир-чĕре пула çуллен пин-пин çынна çухатать. Унсăр пуçне халăхăн пысăк пайĕ ыттисем мăкăрлантарнине пула нушаланать. Пируспа туслисен ĕмĕрĕ 10-12 çул кĕскелни - кĕтменлĕх мар. Юлашки вăхăтра хĕрарăмсен хушшинче туртакансем йышланни сисчĕвлентерет.

Министерство сиенлĕ йăлана сирес енĕпе конкретлă ĕçсем туса ирттерет. Çак тĕллевпех асăннă тытăм çумĕнче координаци канашĕ йĕркеленĕ. Яваплă çынсем ку ыйтупа тăтăшах мониторинг ирттереççĕ. Пирусран писме тĕв тунисене сывлăх центрĕсенчи тухтăрсем консультаципе пулăшаççĕ, вĕсене сиплеççĕ. Сăмах май, табак чури пулса тăнисенчен кашни иккĕмĕшĕ сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлă.

Пресс-конференцие хутшăннисен шухăшĕпе - çул çитмен çамрăксене никотин серепине çакланма памалла мар. Апла тăк мăкăрлантаракан çынсене вĕсенчен май пур таран сирмелле.

Анчах хальлĕхе тÿнтерле пулăм тупăнсах тăрать. Тĕслĕхрен, общество транспорчĕн чарăнăвнех илер. Ирсерен унта шкула васкакан, пепкине садике ăсатакан ашшĕ-амăшĕ йышлă пухăнать. Ĕçе каякан арсем вара автобус-троллейбуса лариччен туртса юлас тенĕ евĕр пăравус пек мăкăрлантараççĕ. Çакна пĕчĕкки те, çул çитменни те курать, ăша хывать. Республикăри хĕрарăмсен канашне асăннă ыйту уйрăмах канăçсăрлантарать. Çавна май унăн хастарĕсем ку енĕпе чару мерисем йышăнмашкăн пуçару тунă.

Пресс-конференцие вĕçленĕ май унта хутшăннă специалистсем журналистсен çÿлерех асăннă саккунпа çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.