Çеçпĕлте ăна манмаççĕ
103-мĕш гварди сывлăш десант дивизийĕ Афганистан çĕрĕ çинчен юлашкинчен тухнă. 350-мĕш полк колоннăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ. Çеçпĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Константинов çак полкра 1987 çултанпа хĕсметре тăнă. Вăл çар операцийĕсене 15 хутчен хутшăннă. 1988 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Пактия провинцийĕнче хуралта тăнă вăхăтра 3 душман ункăран çăлăнма хăтланнине асăрханă. Лару-тăрăва хăвăрт хак парса Константинов рядовой автоматран тĕл персе вĕсен çулне пÿлнĕ.
Çав çулах нарăсăн 14-мĕшĕнче Заболь провинцийĕнче совет салтакĕсен колонни çине пулеметпа гранатометран вут-хĕм тăкăнма тытăннă. Çеçпĕл çамрăкĕ бронетранспортерăн аманнă оператор наводчикĕн вырăнне йышăннă. Часах атакăна путлантарнă.
Паттăрлăхпа хăюлăхшăн П.Константинов ефрейтора 1989 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе, 1989 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çеçпĕлти культура çуртĕнче воин-афганец ячĕпе Асăну хăми уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Петров, Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, "Афганистан ветеранĕсен союзĕ" общество организацийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев, республикăри çар комиссариачĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн аслă пулăшуçи С.Желудков, хулапа районти "Десантниксен союзĕ" общество ертÿçи В.Анисимов, спецназ ветеранĕ, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă А.Мингалев, П.Константиновпа пĕр чаçре службăра тăнă А.Сергеев, П.Тютин, А.Шибаев воин-афганецсем, ял çыннисем, Çеçпĕл вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, Асăну хăми умне чечексем хучĕç.
2013 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Петр Константинов пурнăçран уйрăлса кайрĕ, анчах та ентешĕсен асĕнче вăл яланах чĕрĕ.
Канаш районĕ