Красноармейскисем "Хыпар" издательство çурчĕн хаçачĕсене ыйтаççĕ
«Хыпар» издательство çуртне Красноармейски районĕнчи Янмурçин Алевтина Александрова почтальонкăран паян çыру çитрĕ.
«Вулакансем патне ман урлă «Çамрăксен хаçачĕ», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем саланаççĕ. Вĕсене 20-шер экземпляр çырăнаççĕ. Унсăр пуçне эпĕ çав хаçатсене халăха та сутатăп», - пĕлтернĕ вăл. Анчах Красноармейскинче пирĕн кăларăмсем сутлăхра сахал иккен. Çавна май вĕсене ытларах ярса пама ыйтнă. «Хытă илеççĕ çак хаçатсене. Сахаллишĕн пĕтĕм халăх кулянать. Ярса парăр тархасшăн ытларах», – шăрçаланă çырура.
Çырура Алевтина Александрова Красноармейски районĕнчи Анаткас почтальонкине Ирина Александровăна тата Михаил Александров ятлă çынна çуралнă кунпа саламлама ыйтнă. Вĕсене вăл хăйĕн тата Татьяна Александрова, Василий Александров, Петр Александров ячĕпе «пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей» суннă.
Комментировать