Кăнна Кушки тата илемленет

31 Июл, 2018

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Эдуард Бахмисовăн пуçарăвĕпе юлашки çулсенче республикăра тĕлĕнмелле ĕçсем пурнăçа кĕреççĕ. Унăн режиссурипе Ял уявĕсем ирттереççĕ, вăл çавăн пекех Республика кунне Çĕрпÿре, Элĕкре, ытти тăрăхра йĕркелемелли наци лапамĕсене хатĕрлеме хутшăннă. Кăçал Эдуард Константинович республика тулашĕнче те палăрчĕ. Çак кунсенче Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче унăн проекчĕпе ĕçлеççĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех проект авторĕ хăй каласа кăтартрĕ.

— Эдуард Константинович, Кăнна Кушки — чăвашсен Мекки. Вăл юлашки тапхăрта палăрмаллах çĕнелсе пырать. Сирĕн шухăшпа, тата мĕн туса çитермен унта?
— Кăнна Кушкине кашни çулах кайса килетĕп: Иван Яковлевăн çуралнă кунĕнче те, кĕркунне те — вăл çут тĕнчепе сыв пуллашнă тапхăрта — пулатăп. 20 çул çапла. Патриархăн 150 çулне уявланине те паянхи пек ас тăватăп. Кăнна Кушки çĕнĕрен чĕрĕлесси çавăнтан пуçланчĕ. Ун чухне Çутта кăларуçă музейне уçнăччĕ, часавай çĕкленчĕ, унтан хăй те палăк пулса таврăнчĕ. Пĕр çулхине мана вырăнти авторăн кĕнекине парнеленĕччĕ. Унта Теччĕ районĕнчи 16 чăваш ялĕ çинчен çырса кăтартнăччĕ. Хăшĕсем самай пысăк, теприсенче пурĕ те 15 кил çеç иккен…
Мĕнле шухăш çуратрĕ çав кĕнеке?
— Унти кашни яла çитсе курма тĕв турăм. Икĕ кун çÿрерĕм машинăпа, унтах çĕр каçрăм. Савăнмаллине те куртăм, анчах чылай ялта пушă çурт йышлине асăрхарăм. Юхăннисем те, ишĕлсе аннисем те пур. Çакă пĕлтĕр пулчĕ. Чăваш ялĕсем пĕтес хăрушлăх пур. Вĕсен ячĕсем архивсемсĕр пуçне ниçта та çырăнса юлман. Ара, хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев çав ялсем тăрăх та çÿренĕ-тĕр, шкулсем те уçнă пулĕ. Çапла майпа Аслă вĕрентÿçĕн ялĕнче ун ячĕллĕ парк тăвас шухăш çуралчĕ.
Кăмăл пурри питĕ лайăх, анчах ăна пĕччен пурнăçа кĕртме çук-çке.
— Хамăн шухăша Теччĕ муниципалитет районĕн пуçлăхне Рамис Сафиуллова пĕлтертĕм. Рамис Хатыпович проект ертÿçи пулма килĕшрĕ, унăн ăслăлăх ертÿçи — ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ Лев Кураков.
Мĕнпе тĕлĕнтерĕ вăл пире?
— Проекта вырăнти ертÿлĕхпе те, унта пурăнакан халăхпа та сÿтсе явнă. Парк Кăнна Кушкинчи шкулпа Иван Яковлевăн музейĕн территорийĕнче пулĕ. Хальхи вăхăт тĕлне кÿлĕ чавтарнă, ун тавра плита хунă. Ял ачисем шыва кĕрсе савăнччăр, мĕншĕн тесен ял çывăхĕнче кунашкал хăтлă кÿлĕ хальлĕхе пулман. Хăрушсăрлăх пирки те манман: кÿлĕре — инкекрен çăлăнмалли ункăсем. Парка тăватă енчен кĕме май пулĕ, тротуарсене плиткăсемпе хывнă ĕнтĕ. Районти кашни ял ячĕпе пысăк чулсем вырнаçтарăпăр. Кашни чул умĕнче чарăнса тăма, ял пирки вуласа пĕлме май пулĕ, чи пысăк чулĕ — Кăнна Кушкине йĕркеленĕ çын ячĕпе. Яковлев палăкĕн хыçĕнче диарама- панорама вырнаçтарасшăн. Район ертÿлĕхĕ тăрăшнипе чăваш ялĕсене хальхи вăхăтри çĕнĕ хатĕрпе — пилотникпе — ÿкерчĕç. Унти сăн ÿкерчĕксенче кашни çурт, кĕтес курăнса тăраççĕ. 30-40 çултан паркпа паллашакансем ялсем мĕнле улшăннине наччасрах туйса илĕç. Унсăр пуçне ялсен хăйсен картишĕ пулĕ. Сакăр картиш хатĕр ĕнтĕ. Вĕсем вăл е ку ялăн хăйне евĕрлĕхне уçса пама пулăшĕç. Кунтах концерт лартмалли сцена та çĕкленĕ, унсăр пуçне — ентешсем асăнмалăх лартса хăварнă йывăçсен аллейи те.
Тата мĕнпе тĕлĕнтересшĕн Кăнна Кушкисене?
— Кăнна шывĕн çыранĕнчи çăл куçсенчен тапса тухакан сиплĕ шыв малтан çичĕ валашка тăрăх шăнкăртатса юхса иртĕ. Вĕсем хатĕр ĕнтĕ. Çак пулăмпа эпир вырăнти пурнăç шыв юххи пек пĕр чарăнми тапса тăтăр тесшĕн.
Проекта пурнăçа кĕртме камсем хутшăнаççĕ?
— Культура ĕçченĕсем, Кăнна Кушки халăхĕ. Иван Яковлева хисеплесе, пуç тайса ытти тăрăхра пурăнакансем те вăй хураççĕ. Чăваш Ен те пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлмасть. ЧР культура министрĕ Геннадий Яковлев канашпа та, пурлăхпа та пулăшать. Тротуар хывма плиткăсем эпирех тупса патăмăр. Унсăр пуçне предпринимательсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Акă пĕр ĕçлĕ çын хăйĕн шучĕпе ăсталанă капăр кĕпер парнелерĕ. Ăна Тутарстана ăсатрăмăр ĕнтĕ.
Ĕçсем кăçал вĕçленĕç-и?
— Шухăшпа — çапла-ха. Анчах тĕрлĕ сăлтава, пирĕнтен килменнисене пула, пурнăçа кĕртейменнисем те пур. Музей тавра тытнă карта çĕрĕшнĕ, ăна улăштармалла. Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кăнна Кушкин ял уявĕ иртнĕ. Унта вырăнти халăх кăна мар, ытти тăрăхра тымар янă йăхташĕсем те хутшăннă. Вĕсем эпир пуçарнă ĕçе ырланă, унта хăйсен тÿпине хывма тĕв тунă. Çак хыпар питĕ савăнтарчĕ. Ял халăхĕ çак ĕçе хутшăнмарĕ тĕк унăн пĕлтерĕшĕ вăйсăрланать. Ăна упракан, унпа мăнаçланакан сахалрах пулать. Вăхăт çитсен ял çыннисем хăйсен кил-çуртне те хăтлăлатма пуçлĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.