«Чăваш Ен» ИПК — 50 çулта

27 Июл, 2018

«Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăп та лăп çур ĕмĕр. Сумлă çак уява полиграфистсем паян савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.

Пурнăçа çĕнĕ технологисем анлăн кĕрсе пынă тапхăрта та хут çинче çырнин сумĕ чакмасть. Ăна нимĕн те улăштараймĕ. Чылайăшĕ хаçат-журнал, кĕнеке епле тухнине чухламасть те. Полиграфистсем вара çак ĕçе чунне парса ырми-канми тăрăшаççĕ.

Пирĕн предприяти миçе çул ĕнтĕ чăваш халăхĕшĕн, республика, çĕршыв экономикишĕн тухăçлă та усăллă ĕçлет. Ахаль машинăсенчен — цифрăллисем таран, хура-шурă пичетрен тĕрлĕ тĕсли патне\çити аталаннă предприяти. Мĕн тери пуян çул-йĕрпе иртнĕ çур ĕмĕрте. Паллах, вăхăт ыйтнă пек улшăнма та тивет, — сăмах илчĕ «Чăваш Ен» ИПК генеральнăй директорĕ Вадим Ефимов.

Чăн та, темĕн те кăларать ИПК. Тĕрлĕ хаçат-журнал, темĕн тĕслĕ кĕнеке… Паянхи конкурентлă лару-тăрура пуç усмаççĕ полиграфистсем, малалла аталанмалли çул-йĕр шыраççĕ.

Çак шухăша ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Нумай çул ĕçлекенсене çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнăшăн уйрăммăн ырларĕ вăл.

Паян цеха кĕрсен пĕр хĕрарăмран миçе çул ĕçленипе кăсăклантăм. «41», — хуравлрĕ вăл. Тăван халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса, ĕçе хисеплесе ÿснĕ çынсем тăрăшаççĕ кунта, — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Вулама кăмăллакан çын полографие юратмасăр пурăнаймасть, — систерчĕ предприяти ĕçĕпе паллашнă май пĕр хĕрарăм. Эпĕ вара полиграфие юратакан вуламасăр пултараймать тенĕ пулăттăм, — саламларĕ «Чăваш Ен» ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.

Уявра тĕрлĕ наградăпа чысласси те йăлара. Полиграфистсем те тĕрлĕ хисепе тивĕçрĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать