Йывăрлăхсене сирсе, малашлăх тĕллевĕсемпе хавхаланса

27 Июл, 2018

Ĕçлессине тĕпе хураççĕ «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕнче тăрăшакансем. Предприятие туса хунăранпа кăçал 50 çул çитрĕ. 

Аваллăхсăр пуласлăх çук
Чăваш Енре полиграфи ĕçĕ-хĕлĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех аталанма пуçланă. ВКП/б/ чăваш обкомĕн бюровĕн 1933 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчи ларăвĕнче ВКП/б/ ЦК издательствин Чăваш облаç уйрăмне туса хума йышăннă. «Çак ыйтăва татса панă чухне продукци пахалăхне ÿстерессине, кĕнеке хатĕрленĕ чухне стиль, чĕлхе, содержани шайлашăвне, йăнăшсемсĕр, тивĕçлĕ сăн ÿкерчĕксем пичетлессине шута илмелле…» — палăртнă лару протоколĕнче.
1941 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ЧАССР Совнаркомĕ çумĕнче Полиграфи издательствисен управленине туса хунă. Унăн тытăмне республикăри полиграфи промышленноçĕн мĕн пур предприятине тата типографийĕсене кĕртнĕ. 1942 çулта управлени йышĕнче полиграфи предприятийĕсене кăна хăварнă. Чăваш патшалăх издательстви тата Хаçат-журнал издательстви уйрăм организацисем пулса тăнă. Пилĕк çултан учреждение каллех çĕнетнĕ. Хальхинче вăл ЧАССР Совмин çумĕнчи Полиграфи промышленноçĕн ĕçĕсен, издательствăсен тата кĕнеке суту-илĕвĕн управленийĕ пулса тăнă, 31 типографи, Чăваш патшалăх издательствин, Хаçат-журнал издательствин, «Чăваш кĕнеке суту-илĕвĕ» кантурăн ĕç-хĕлне йĕркелесе пынă.
КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕн 1968 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче ЧАССР Хаçат-журнал издательствинчен КПСС обкомĕн издательстви туса хума йышăннă. Çак кун «Чăваш Ен» ИПК çуралнă кунĕ пулса тăнă. Çав тапхăрта предприятин хăйĕн полиграфи никĕсĕ те пулман. 1974 çулта тин, республика типографине реорганизациленĕ хыççăн, пичет машинисемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе ун чухне 155 специалист ĕçленĕ. Малтанхи вăхăтра издательство Володарский урамĕнчи 5-мĕш çуртра вырнаçнă. И.Яковлев проспектĕнчи нумай хутлă 13-мĕш çурта 1978 çулта куçнă. Çак вăхăтран полиграфи комплексĕ хăватлă аталану çулĕ çине тăнă: производствăпа редакци-издательство корпусĕсем уçăлнă, çав вăхăтшăн çĕнĕ шутланакан техникăсене ĕçе кĕртнĕ. 1980 çулта пичетĕн офсет меслечĕ çине куçнă май производство тата та çĕкленнĕ.
Çĕршыв экономикин, полиграфи ĕçĕсен рынокĕнче лару-тăру улшăннă май предприятин те ĕç йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртме тивнĕ. Шăпах çав тапхăрта тулли тĕслĕ продукци кăларасси вăй илет. 2010 çул хыççăн комплекс хытă тата çемçе хуплашкаллă кĕнеке пичетлес енĕпе ытларах ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра та, сăмах май, ку енĕпе республикăра ИПКпа танлашма пултаракан полиграфи организацийĕ нумай мар.
Предприятие тĕрлĕ çулсенче Н.В.Иванов, В.С.Тимошев, М.Д.Без±язычный, А.М.Максимов, В.П.Павлов, А.Ю.Щурбин, В.А.Че¬мерев ертсе пынă. Хальхи вăхăтра «Чăваш Ен» ИПК» АО генеральнăй директорĕ — Вадим Петрович Ефимов.
Шанчăклăх тата тăнăçлăх —
тĕп паллăсем
Чи ансат машинăсемпе ĕçлеме пуçласа хальхи йышши цифра технологийĕсем патне çитнĕ, хура-шурă пичетрен тытăнса тĕрлĕ тĕслĕ полиграфи вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ — çапларах издательство-полиграфи комплексĕ утакан çул-йĕр.
Паян «Чăваш Ен» ИПК республикăри полиграфи предприятийĕсен йышĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунта пысăк калăпăшпа хаçатсемпе журналсем, брошюрăсемпе кĕнекесем пичетлеççĕ, ытти тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Хальхи йышши оборудованисем кирек епле кăткăс ĕçе те пурнăçлама май параççĕ. Производство корпусĕсем 11 пин ытла тăваткал метр лаптăк йышăнаççĕ, редакципе издательство ĕç-хĕлĕ 8 пин ытла тăваткал метр çинче пурнăçланать.
Юлашки çулсенче полиграфистсен аслă ăрăвĕн ырă йăли-йĕркине, паха опытне тĕпе хурса издательство-полиграфи комплексĕ инноваци предприятийĕ пек ăнăçлă аталанса пырать. Оборудованисем çĕнелеççĕ, пичет ĕçĕн çĕнĕ меслечĕсене алла илеççĕ. Хальхи вăхăтра предприяти Чăваш Енре куллен тухакан хаçатсене пичетлекен пĕртен-пĕр организаци шутланать. Кунта республикăн, районсен, ял тăрăхĕсен çĕр ытла тĕрлĕ хаçачĕ çулталăкра 84 миллион ытла экземпляр тиражпа, 15 ятпа тĕрлĕ журнал кун çути курать. Кĕнекесен, этикеткăсемпе бланксен, реклама материалĕсемпе ытти продукци пысăк калăпăшпа саккасçă патне çитет.
Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра темиçе типографи те ĕçлет. Апла пулин те «Чăваш Ен» ИПК ят-сумĕ пысăк, ăна хамăр тăрăхра çеç мар, республика тулашĕнче те лайăхпа пĕлеççĕ. Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Чулхулари, Йошкар-Олари, Самарти, Архангельскри, Ĕпхÿри, çĕршыври ытти пысăк хулари издательствăсемпе, предприяти-организаципе, çынсемпе тытакан ĕçлĕ çыхăну çулсерен çирĕпленсех пырать. Çынсене кунта кирек епле ыйтупа килсен те — ансат бланк хатĕрлемелле-и е тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ кĕнеке пичетлемелле-и — пурне те кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, пысăк пахалăхлă продукципе тивĕçтереççĕ. Кунта туслă çыхăнусене упрассине, ĕçтешлĕх çирĕплĕхне вăйлатассине пысăка хураççĕ.
«Чăваш Ен» ИПК кун-çулĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшли, паллах, унăн ĕçченĕсем. Хальхи вăхăтра кунта 200 ытла çын вăй хурать. Шăпах вĕсен ăсталăхĕ, ĕçе чунтан парăнни, тивĕçсене яваплă пурнăçлани çур ĕмĕр ытла предприятин ырă ятне çÿллĕ шайра тытса пыма май парать. Рынок экономикин кăткăс условийĕсенче ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн «Чăваш Ен» ИПК АОна Чăваш Республикин Правительстви темиçе хутчен те хавхалантарнă, предприяти çавăн пекех тĕнче шайĕнчи «Ылтăн Меркурий», «Бизнес-лидер» тата ытти паллăсене тивĕçнĕ.
Ыранхи пирки паян шухăшлаççĕ
Издательство-полиграфи комплексĕ йĕркеленнĕренпе иртнĕ 50 çул хушши ку сферăра ĕçлесе «Чăваш Ен» ИПК паха опыт пухнă, пысăк квалификациллĕ специалистсем сахал мар вĕрентсе хатĕрленĕ, пурлăхпа техника никĕсне пуянлатнă. Анчах çак çитĕнÿ пăнчă лартмаллине пĕлтермест. Предприяти паян та аталану çулĕпе çирĕп утать.
Пурнăç таппинчен юлмасăр «Чăваш Ен» ИПК тулли тĕспе хаçат-журнал пичетленĕ, ытти продукци хатĕрленĕ чухне хальхи йышши технологисемпе, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курать. Брошюрăсем, кĕнекесем кăлармалли техника никĕсĕ уйрăмах пуян. Оборудовани паркĕ çĕнелсех тăрать. Юлашки вăхăтра ăнăçлă ĕçе кĕртнисен шутĕнче «Колбус-2000» линие палăртмалла. Ку система хытă хуплашкаллă кĕнеке туса кăларассине тата производство калăпăшне палăрмаллах ÿстерет, ăна «Коросет» ротаци машинипе шайлаштарса ĕçлеттерни вара вăл е ку кăларăмăн производствăра пулмалли вăхăта самай чакарать.
Предприятин малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Вăл уйрăмах çĕнĕ техникăсемпе технологисене алла илессине, продукци пахалăхне ÿстерсе пырассине мала хурать. Саккасçăсемпе тимлĕ пулни, издательсем ыйтнине туллин тивĕçтерни, професси ăсталăхне ÿстерсе пыни «Чăваш Ен» ИПК» акционерсен обществине малашне те аталану çулĕпе ăнăçлă утма май парĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА.Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.