Чăваш Ен малта

28 Мая, 2014

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта ачасен канăвне йĕркелес ыйтупа видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» центрĕн никĕсĕ çинче ирттернĕ.

Раççей премьер-министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта сывлăха çирĕплетмелли 52 пин ытла лагерь ĕçлĕ, унта 8,5 млн ача канĕ. Дмитрий Медведев çуллахи канăва тивĕçлипе хатĕрленсе йĕркелес ыйтусене палăртнă. «Пирĕн тĕллев - сывлăха çирĕплетмелли кампание çÿллĕ шайра ирттересси», - тенĕ вăл.

Профиль министрĕсем регионсем çуллахи тапхăра мĕнле хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттерес енĕпе Чăваш Ен РФ регионĕсен хушшинче малтисен ретĕнче пулнине палăртнă.

Аса илтерер: 2014 çулта Чăваш Республикинчи ачасен канăвне тата сывлăхне çирĕплетес ĕçе йĕркелемелли реестра шкул çумĕнчи 438 лагерь, хула тулашĕнчи 21 кану лагерĕ, 6 санатори, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденисем çумĕнче йĕркеленĕ 28 лагерь, палаткăсен 90 лагерĕ, ĕçпе канăвăн 78 лагерĕ кĕреççĕ. Урăх формăллă /экологи, спорт, туризм тата ыт. те/ 700 ытла лагерь ĕçне йĕркелĕç.

2014 çулта шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 81,2% сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене яма пăхнă. Сывлăха çирĕплетмелли кампани валли Чăваш Енре мĕн пур шайри бюджетран 523 млн та 968,7 пин тенкĕ ярĕç, çакă 2013 çулхинчен 4,6% нумайрах. Хула тулашĕнчи лагерьсенчи путевка хакĕ /21 кун/ - 11748 тенкĕ /2013 ç. - 10680 тенкĕ/.

Пĕрремĕш сменăра лагерь-санаторире - 4528, шкул çумĕнчи лагерьсенче 30 пин ача канĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.