Канаш районĕнчи вăрçă ветеранĕ — 100 çулта

24 Июл, 2018

Канаш районĕнчи вăрçă ветеранĕ 100 çулхи юбилейне паллă тунă.

Катекре пурăнакан Евдоким Егорович утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. 14 çула çитсенех чукун çул çинче ĕçлеме тытăннă вăл. Салтака та кунтанах илсе кайнă ăна. Амур юхан шывĕ çинче туннель тунă çĕрте хĕсметре тăнă яш. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр тĕрлĕ орденпа медале тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Будапешта илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ыттисем те.

Евдоким Егоров тăван тăрăха 1948 çулта таврăннă, ĕмĕр тăршшĕпех чукун çул çинче вăй хунă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 4 ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Шел, мăшăрĕ 97 çула çитсен уйрăлса кайнă.

Паян ветеран 6 мăнукĕпе, 5 кĕçĕн мăнукĕпе мухтанма тивĕç. Ачисемпе мăнукĕсен ăшшипе юратăвне туйса пурăнать паян ветеран.

 

Рубрика: 

Комментировать