Сериал пăхмасăр,

28 Мая, 2014

 е Йышлă çемьере мăкланмăн

Шупашкарти Мускав районĕн социаллă центрĕ Çемье кунĕ тĕлне «Чи лайăх çемье» конкурс ирттерчĕ. Конкурса çак районти нумай ачаллă çемьесене йыхравларĕ. Вăйăра 4-5-шер ачаллă çемьесем тĕл пулни савăнтарчĕ - вăхăт çук тесе пăрăнман харсăрсем.

- Çемьесем туслă та çирĕп пулсассăн çĕр-шывăмăр та тĕреклĕрех пулĕ. Патшалăхăн вара вĕсене тĕрĕс аталанмашкăн майсем туса памалла, - уçрĕ тĕл пулăва центр ертÿçи Ольга Сергеевна Еремина.

Чи малтанах конкурса хутшăнакансем хăйсемпе паллаштарчĕç. Электрон презентацисем, фото стенчĕсем, ал ĕç куравĕсем хатĕрлесе тыткăнларĕç вĕсем пухăннисене. Вĕренÿре, ĕçре, спортра тунă çитĕнÿсене кăтартакан дипломсем, грамотăсем, тав хучĕсем, кубоксемпе медальсем йышлă çемьесен кăтартмалăх пурах. Çемье кашни членĕн - портфолио. Вĕсене сарса хума çеç пĕр сĕтел кирлĕ.

Шÿтлĕ каларăшсене, тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене ачасем те çитĕннисемпе тупăшсах хуравларĕç. Юрă-ташă пултарулăхĕпе паллаштарни конкурсăн чи илĕртÿллĕ пайĕ пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç: 5 ачаллă Капраловсем юрра-кĕвве ăста пулнипе палăрчĕç. Ку çемьере пианино калакан та, ÿнер тĕнчипе тĕллевлĕн кăсăкланакан та пур. Вĕсем чи пултаруллă çемье ятне çĕнсе илчĕç.

Савкосем вара - чи ĕçченнисем. Кил пуçĕ - сĕтел-пукан ăсти те, слесарь те. Çыхма, тĕрлеме хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ши тата 5 ача амăшĕ: çыхнă пысăк тутăр, юбка-кĕпе, чĕнтĕрлĕ перчетке... Тутлă пицца та тутанса пăхма май пулчĕ Савкосем тăрăшнипе.

Кирилловсем «Чи хаваслă çемье» номинацире палăрчĕç. Çемье пуçĕ эскимоссен харсăр ташшине шÿтлĕн те çыпăçуллăн кăтартрĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă 4-мĕш класри хĕрĕ те куракансене чăваш сăмахĕпе хавхалантарчĕ. Ольховсем - чи туслисем. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăш сумне-хисепне палăртса черетленсех сăвăларĕç.

Ивановсене «Чи интелектуаллă çемье» чысĕ тивĕçрĕ. Пытармалли çук: чылай чухне Шупашкарти мероприятисенче вырăс сăмахĕ ытларах янăрать. Хамăр чăвашла калаçсан вырăссем ăнланаймасран пăшăрханатпăр-ши? Чăваш çи-пуçĕ тăхăннă Ивановсем вăййăн «паллашу» пайне те, пултарулăхне те хамăр чĕлхепе хатĕрленĕ. Республикăра икĕ чĕлхе пĕр шайра пулма тивĕççине аванах систерчĕ çакă. Эпир ăнланмастпăр текен пулмарĕ, йĕркелÿçĕсем конкурса çĕнĕ варкăш, чĕрĕлĕх кĕртрĕр тесе тав турĕç. Хамăра хамăр кăтартмасан кам «эсир чăвашла пĕлетĕр-и, пĕр ик çавра юрласа пар-ха» тейĕ?

Уява пĕтĕмлетнĕ май туслă калаçура нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ ыттисене те йыш хушма чĕнчĕ. «Кашни çемье тепрер пепке «тупсан» çĕр-шыв демографи çинчен калаçма та пăрахĕ. Малашлăхлă, хастар пулсан этеме тавра курăма, ăсталăха аталантармашкăн нумай ача кансĕрлет-и вара? Пачах хирĕçле. Кашни ачан пултарулăхне çул пама ачасемпе пĕрлех шырава тухма тивет. Мăкланса ларма памасть пысăк йыш. Паллах, экран умĕнче сериал пăхса ларасси асра та çук», - пĕлтерчĕç вĕсем.

Уява йĕркелекенсем спонсорсем пулăшнипе кашни çемьенех парнесемпе хавхалантарчĕç. Çемçе теттесем, шкул хатĕрĕсем, пылак çимĕç... Ашшĕ-амăшне манманни те паха. Малашнехи хула конкурсне те хутшăнма ырлăх-сывлăх, ăнтăлу сунчĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.