Шăпăрлансем шавланă чух Шăплат шăпланмĕ
Шупашкар енчен Вăрмар районне пырса кĕрсенех Энтриял ял тăрăхĕн территорийĕ пуçланать. Шăплат та, Хусан енне тăсăлакан трассăран 6-7 çухрăм шаларах вырнаçнăскер, унăн шутĕнче. Эпĕ пырса çитнĕ чухне кунта Çĕнтерÿ кунне халалласа митинг иртетчĕ. Çÿçĕсене шурă хăюпа çыхнă капăр хĕр ачасем çине куç ÿкрĕ те ялта ватăсем кăна маррине ĕнентĕм.
Ыхра çырмине Шăплатран тарăн вар уйăрать. Хальхи вăхăтра официаллă документсенче вăл уйрăм ял шутланма пăрахнă, калаçура вара сыхланса юлнă-ха. Вулаканăма паллаштарас çемье - Васильевсем - шăпах унта пурăнать. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнлерех тĕллев-шухăшпа пурăнаççĕ кил-йышра аслисемпе кĕçĕннисем? Çак ыйтусене хăйсемпе уçăмлатăпăр.
"Машина мар, лаша пулсан та çитет"
Пĕве кĕнĕ тантăшĕсем пулас упăшка пирки еплерех ĕмĕтленсе калаçса ларнине аван ас тăвать хĕрĕхри Наталья Николаевна:
- Пĕри те тепри машинăллă, пысăк укçаллă пултăрччĕ теççĕ, хулари хваттерлине тĕл пуласси çинчен сĕмленеççĕ. Эпĕ вара ларнă та: "Машини тарама - вăл укçа çиекенни кăна, лаша пулсан юрать, чи кирли - хăй лайăххи", - тетĕп.
Хĕр-упраçăн куласси, турри вара Наташăн сăмахĕсене илтнĕ тейĕн. Вăрмар районĕнчи Анаткас хĕрĕ Шăплатра колхоз бухгалтерĕнче ĕçлеме тытăнсан ăна кунта осеменаторта тăрăшакан Валерий Васильев килĕштернĕ. Каччă ĕçре тÿрĕ кăмăллине, тирпейлине, эрех-пируспа айкашманнине Наташа та малтанхи кунсенчех сиснĕ. Хÿхĕм каччă хăйне суйласа илессине кăна тĕлленмен. Чăн та, ун чухне 8 ачаллă çемьере çуралнă Валерин урхамах таврашĕ пулман. Колхоз аркансан, çĕрсене хресченсене пайласа панă вăхăтра Валерий Михайлович лаша илме шухăшĕ пиçсе çитни çинчен килтисене пĕлтерет. Выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер халĕ акă хăйĕн çил çуначĕсĕр хăйĕн пурнăçне курмасть те. Вăл кăна-и, картари лашасăр çемйипех тем çитмен пек туйĕччĕç. Çемйипех тенине йыш чăннипех пысăккипе пусарса калас килет: Васильевсен - 5 ача.
"Сулахайсем" - шăпа парнисем
Пĕрлешсенех çамрăк мăшăр çемьере виçĕ ача кирлех тесе пупленĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать - аслă ывăлĕ Дмитрий машина тăвакансен техникумĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Алена, ун хыççăнхи, Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче кадетсен вуннăмĕш класĕнче ăс пухать. Унран тăватă çул кĕçĕн Даниила та килти хуçалăхра тахçанах куршанак çыпăçнă.
Пурнăç урапи хăйĕн еккипе кусать. Хуçалăх саланнă хыççăн Валерий Чăваш Енри нумай арçын пекех аякка кайса ĕçлеме тытăнать: виçĕ ачана çитĕнтерме нухрат сахал мар кирлĕ-çке. Выльăх-чĕрлĕх карта тулли усранăран малтанах Наташăна йывăр килнĕ.
- Пурнăç теме те вĕрентет. Лаша кÿлсе хамăр тĕллĕн утă турттарма та, çĕр улми лартма-кăларма та хăнăхрăмăр: мăшăра кĕтсе ларнипе кăна май килмест. Аслă ывăл çитĕнчĕ - турра шĕкĕр, халĕ ашшĕ аякра чухне Дима сылтăм алă вырăнĕнчех. Юрать-ха, ялтан ютшăнмасть, кашни эрне вĕçĕнчех киле васкать. Алена та çитĕнчĕ, нумай пулăшать, тулĕк вĕренме Питĕре кайма ĕмĕтленет те... - амăшĕн чĕри ачисемшĕн епле пăшăрханмĕ?
Алена вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Республикăра кадетсен йăлана кĕнĕ "Георгий балĕнче" мăшăрпа ташлакансен конкурсĕнче пĕр класра вĕренекен Игорь Геронтьевпа малти вырăна йышăнма пултарнă.
Виçĕ ача çинчен ĕмĕтленнĕ терĕм те - амăшĕн инстинкчĕ Натальăна тăваттăмĕш хут йывăрланма хистенĕ. Хальхинче телейлĕ мăшăра шăпа йĕкĕреш парнелеме тĕв тунă. Çапла çичĕ çул каялла ку килте Викторийăпа Мария кун çути курнă.
- Республикăн перинаталь центрĕнче çăмăлланмалла пулчĕ. Хĕрĕмсенчен пĕри вăйсăртарахчĕ. Пепкесене малтанхи пилĕк кун вăйлатнă терапи уйрăмĕнче тытрĕç. Хама та кăтартманран куляннипе кăкăрти сĕт типрĕ. Республика больницин территорийĕнчи часавайри ыр кăмăллăх сестрисем мана хĕрхенсе тухтăрсемпе канашларĕç, çавăн хыççăн хĕр пĕрчисене алла тытма ирĕк пачĕç. Сипленсе, вăй илсе киле тухнă хыççăн çав кунсем салху тĕлĕк пек кăна туйăнатчĕç: Викăпа Маша лăпкă пулнăран çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр нушаланман, - аса илет кĕçĕннисем çинчен вĕсен чи çывăх çынни.
Пысăк хура куçлă, йăм хура çÿçлĕ чиперуксем халĕ хĕрсех шкула кайма хатĕрленеççĕ. Сас паллисене тахçанах палласа çитнĕ, вулама-çырма пĕлеççĕ. Шутлама ыйтрăм та - чармасăр та шăпланмарĕç. Чи кăсăкли - йĕкĕрешсем иккĕшĕ те сулахай алăпа çыраççĕ, ĕçлеççĕ. Унччен кун пек хăнăхуран шкул вăйпа пистернĕ тĕк халĕ саккун "сулахайсене" хÿтĕлет. Çитменнине, хăйсен ÿсĕмне кура Викăн та, Марийăн та /ăна кил-йыш тулли ятпа чĕнме килĕштерет/ почеркĕ илемлĕ.
- Дима хуларан килессе куç пек кĕтетĕр пулĕ. Сире валли тутлă кучченеçлĕх мĕн илсе килет-ха? - ыйтатăп маттурскерсенчен.
- Çăкăр, - шăтарасла тимлĕ пăхать ман çине Мария.
Кĕтмен хурава илтсе йăл кулатăп та - "тĕрĕс мар" ăнланнăшăн ÿпкеленĕн пĕчĕкскер хушса хурать:
- Мĕнле тутлă-ха та вăл илсе килекенни!
Çакăн хыççăн хушса калама та сăмах тупаймарăм. Мария чăнахах çăкăра канихветрен те ытла юратни çинчен ашшĕ каларĕ.
Хăй пĕчĕк пулсан та унăн чĕри пысăккине пĕрре курсах ăнлантăм: Мария чĕр чунсене юратать. Садикрен килсенех йытă çури ăçта кайса кĕни пирки интересленчĕ, аквариумри тимĕр шапине апат памаллине аса илчĕ. "Пирĕн пулас ветеринар" теççĕ ун пирки çемьере. Сăлтавĕ те пур: хĕр пĕрчи лаша хăмлама пуçланине те, сурăх пăранлассине те чи малтан сисекенни. Тин кун çути курнă путексене шăлса типĕтме, ĕмкĕчпе сĕт çитерме те пултараканскере тен чăнах та чĕр чунсен тухтăрĕ пулма пÿрнĕ?
Ĕмĕтри ырлăх - капмар çурт
Васильевсен ача йышĕ пиллĕке çитсен ял тăрăхĕн администрацийĕ патшалăх шучĕпе вĕсене çурт лартса парасси çинчен сăмах тапратнă. Анчах кил хуçи те, унăн мăшăрĕ те çакă пурнăçланма пултарасса ĕненмен. Ĕçчен мăшăр ку таранччен янттине ас тивсе курман-çке! Чăн та, çул çитмен пилĕк ачаллă çемьене хавхалантармалли саккун пуррине пĕлнĕ-ха.
- Пĕр кун специалистсем килчĕç те проект хатĕрлемелли çинчен каларĕç. Чăнласа йышăнма пур пĕр васкамарăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ - никĕс хума бетон блоксем тиесе килчĕç. "Нивушлĕ?" - тĕлĕнетпĕр мăшăрăмпа. Шутнерпуçĕнче 6 ачаллă çемье валли çурт хăпартма пуçăнчĕç те - кил хуçи арăмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçленĕрен "блатпа" туса параççĕ пуль тетпĕр. /Пирĕн менталитет çапла мар-и? - Авт./ Пĕр сăмахпа, çур çул ытларах вăхăт тăршшĕнче кермен пек çĕнĕ çурт ÿссе ларнине хамăр та сисмерĕмĕр, - савăнăçне пайлать стройка-юсав енчен хăй те ăста кил хуçи.
Виçĕ çул каялла çапла Васильевсен килĕнче çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттереççĕ. Район, ял тăрăхĕн официаллă çыннисене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илеççĕ вĕсем. Пĕчĕк капăрчăксем Викăпа Мария хăнасене чăваш юрри-сăввипе савăнтараççĕ /çурта "вĕсен айăпĕпе" патшалăх шучĕпе лартмашкăн тивнĕ-çке!/.
Çутă та пысăк зал, çывăрмалли-канмалли пÿлĕмсем - кашнин хăйĕн, туалет-ванна, кухня - уçă кăмăллă хуçасен çурчĕпе киленсе паллашатăп. Шалти хăтлăха куллен тытса тăракан Наталья Николаевнăна илемпе тасалăх управçи тесе тивĕçлипе хаклатăп. Çурт çумне хушса купаланă пÿлĕме шал енчен тирпей кĕртекен Валерий Михайлович вак-тĕвек ĕçе те тĕплĕ пурнăçланине курса çакă унăн чун киленĕçĕ пулнине ăнланатăп.
Килĕшÿллĕ мăшăрăн пĕрлехи киленĕçĕ те пур: упăшкипе арăмĕ пахча-садра илем кÿрекен ÿсен-тăран çитĕнтерме юратаççĕ.
- Атте йывăç лартма çав тери юрататчĕ. Пĕрре кассан - иккĕ, виççĕ кассан улттă лартма хушнă вăл пире. Ахăртнех, унăн чун туртăмĕ мана та куçрĕ. Халĕ хам ĕçлекен хуçа патĕнчен - Мускавран - темĕн тĕрлĕ чечек-тĕмĕ илсе килетĕп, - юлашки çул çÿреврен илсе таврăннă шурă акацин, кăтра йăмран, декоративлă паланăн тымар янă турачĕсене кăтартнă май сăмаха тăсать çемье пуçĕ.
Васильевсем пахчи вĕçĕнче хăйсен йăхĕн пĕчĕк вăрманне ĕрчетме тытăннă. Мичуринăн сăваплă ĕçне тăснă Мишша пичче пахча нÿрлĕ вырăнта пулнăран хăй вăхăтĕнче шÿтлесе çапла та сĕннĕ: "Рис акса пăхар мар-и?" Кам пĕлет, ăслăлăх пĕр вырăнта тăпăртатса тăманнине, тĕп килте тымар янă ывăлĕпе кинĕн тата вĕсен ачисен харсăрлăхне кура эпир тепре килнĕ çĕре, тен, Китай тăрăхĕн тĕп çимĕçĕ те ешерме пуçлĕ.
Комментировать