Хĕвеллĕ çумăр айĕнчи çÿрев

18 Июл, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журнал пуçарăвĕпе Пушкăрт Республикинче чăваш литературин кунĕсем иртрĕç. Ăна Пушкăрт чăвашĕсен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕ — 30 çул, Пушкăрт Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.
Чăваш Республикинчен аякра çуралса ÿснĕ ентешĕмĕрсемшĕн Шупашкартан пыракан чăвашсем чунтан кĕтнĕ хăна вырăнĕнче пулнине эпир Пушкăртстана çитсе ура пуссанах асăрхарăмăр.Чунтан хĕпĕртесе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç кунти чăвашсем инçетри Чăваш енрен килнĕ хăнасене. Икĕ куна тăсăлнă çÿрев вăхăтĕнче çыравçăсемпе артистсен ушкăнне чăвашсем пурăнакан тăватă районта, нумай ялта пулма, халăхпа курса калаçма тÿр килчĕ.
Çул çÿрев Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи филологи факультечĕн чăваш-тутар уйрăмĕн ĕç-йышĕпе тата студенчĕсемпе тĕл пулнипе пуçланчĕ.
Аллăма чĕре тĕлне хурса калатăп, тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем пĕр- пĕринпе тĕл пулни мана хĕвеллĕ çумăр айĕнче çуралакан хÿхĕм ÿкерчĕке аса илтерчĕ. Çумăрĕ те шăпăртатать, хĕвелĕ те хĕлхемне сапалать, асамат кĕперĕ те карăнать.
Çапла, çапла… Тĕл пулусем пынă кунсенче уяр çанталăк та, çумăрли те пулкаларĕ-ха. Анчах манăн сăмах çут çанталăкăн ытарайми çак илемĕ пирки мар, йăхташсен чун-чĕринче капланнă кăмăл çаврăнăшĕн ылмашăвĕ пирки пырать,
Чечеклĕ уçланкăра Акатуй уявĕ пуçланчĕ. Тăванран тăван тĕл пулсассăн шăпчăк чĕппи те сас парать тенешкел, чи малтан уява чăваш ачисем юрра-ташша илтерчĕç. «Эсир таçтаччĕ, чĕппĕмсем, эпир таçтаччĕ — тăван чĕлхемĕр пĕрлештерчĕ пире. Тăван сăмаха курса илтессишĕнех инçе çула çывхартса килтĕмĕр», — илтĕнчĕ унтан та кунтан. Сăрт-ту çинчи ырăсем упраччăр сире, шăпчăк сассиллĕ чăваш ачисем! Чăваш шăпчăкĕсене Шупашкартан килнĕ пултарулăх «десанчĕ» ылмаштарчĕ. Профессионалсен концерчĕ. Чăваш сăмахĕ, юрри-сăвви аслă сăрт-ту тăрăхĕнче мăнаçлăн янăрарĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн ахрăмланса таврăнчĕ. Хăнасен ушкăнĕ хăйĕн ĕçне палăртнă программăпа туса пычĕ. Анчах çут çанталăк пулăмне те, этем чунне те программăлама çук-çке. Уяв хĕрсе çитнĕ вăхăтра çумăр шăпăртаттарса ячĕ. Шалкăм çумăр та пухăннисене хăратмарĕ, куракансем пытанма шутламарĕç те. Чечексем пек сунчăксем çеç карăнчĕç уçланкăра. Пушкăрт чăвашĕсен сăн-питĕнче те — хĕвеллĕ çумăр. Савăнăç куççулĕ хаваслă кулăпа ылмашăна-ылмашăна кĕтнĕ саманта татах хÿхĕмлетрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.