Надежда Силпи ачасем валли шăрçаланă сăвăсен пуххи
Анне ытамĕнче
Эп анне ытамĕнче —
Хĕпĕртет ман пĕчĕк чун.
Ачалăх çĕршывĕнче
Савăк иртет кашни кун.
Ачалăх çĕршывĕнче
Вăйă-кулă илĕртет.
Ăшă çил ытамĕнче
Чунăм юрă кĕвĕлет.
Эпĕ паттăр çитĕнеп —
Кил ăшши хăват кÿрет.
Тĕлĕкре вĕçсе çÿреп —
Эп çапла пуль çитĕнеп.
Тав тăватăп аннене,
Тĕкĕр пек вăл ман умра.
Вăл пилленĕ телейне
Упрăп эп ĕмĕр чунра.
Эп анне ытамĕнче,
Эх, аван ун «сăпкинче»!
Йăлтăр кулă питĕнче,
Çутă шанăç пирĕнте!
* * *
Çутă ĕмĕт
Ман часрах ÿсес килет,
Ăслă çын пулас килет.
Аттепе анне ятне
Ĕçсемпе çĕклес килет.
Агроном пулас килет,
Уй-хирпе утас килет.
Çутçанталăк ешерет,
Манăн чунăм хĕпĕртет.
Хам çуралнă ялăма
Вăй-хăват парас килет.
Тăван çĕрĕм-шывăма
Юррăмпа мухтас килет. Малалла вулас...
Комментировать