Кокель ячĕллĕ пленэр-симпозиумăн куравĕ: туслăхпа çураçулăх палли
Акă Шупашкарта, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче, йăлана кĕнĕ Кокель ячĕллĕ 12-мĕш пленэр-симпозиумăн куравне уçма вăхăт çитрĕ те.
Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш профессионал ÿнерçи Алексей Кокель çуралса ÿснĕ ялта — Патăрьел районĕнчи Турханта — уçăлнăччĕ вăл. Пленэр 12 çул хушшинче туслăхпа çураçулăх палли пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Вăл çĕршыври регионсене кăна мар, патшалăхсене, çав шутра Украинăпа, Беларуçпа, çыхăнтаракан туслăх кĕперĕ вырăнĕнче. Кăçалхи пленэр ячĕ те — «Наци ÿнер искусстви халăхсен туслăхĕн тĕп палли» — çакна туллин çирĕплетет. Хальхинче пирĕн пата Беларуçран Виталий Гунза, Роман Коршунов килнĕ, Кировран — Ольга тата Алексей Швецовсем, Хусантан — Резеда Яманова, Саранскран — Евгений Балакшин, ыттисем — хамăрăннисем: Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, Михаил Глушаченков, Александр Федоров, Вагиз Камалетдинов, Михать Шакиров.
Пленэр ытти çулсенчен уйрăларах тăрать: ун ĕçне вырăнти пултаруллă ачасем те хутшăннă. Çапла майпа пулас ÿнерçĕсем аслă юлташĕсен çумĕнче хăйсен ăсталăхне туптанă, искусствăри тавра курăма ÿстернĕ, çĕнĕ тус-юлташ тупнă.
Пленэр вăхăтĕнче пурнăçланă ĕçсемпе вырăнта «Турхан çийĕнчи туслăх асамат кĕперĕ» курав йĕркеленĕ. Çав произведенисем акă Чăваш патшалăх ÿнер музейне те çитрĕç.
Владимир ВАСИЛЬЕВ, Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери культура проекчĕсен ертÿçи:
— Пленэра хутшăннă ачасенчен чылайăшĕ, паллă ÿнерçĕсен пултарулăхĕпе кăсăкланакансем, вĕсен сывлăшĕпе, ĕçĕсемпе хăйсене хавхалантаракансем, ÿссе çитсен, тен, художник профессине суйласа та илмĕç. Анчах вĕсем, тăван хутлăха, аслă ăрăва, чăваш халăхĕн кун-çулне ăша илсе ÿснĕскерсем, ырă чунлă çынсем, ашшĕ-амăшĕ, Тăван çĕршыв мухтанмаллискерсем, пулĕç.
Комментировать