"Çамрăксен хаçачĕн" гимнне итлеме - Шупашкарти концерта

27 Мая, 2014

"Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Çамрăксен хаçачĕн" халĕ хăйĕн гимнĕ пур. Унăн сăввине ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату çырнă, кĕввине Людмила Кинер композитор хайланă. "Çамрăксен хаçачĕн" гимнне Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ "Асамат" ушкăн шăрантарать.

Пысăк сцена çинче çак юрра пĕрремĕш хут çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти "Салют" культура керменĕнче иртекен концертра шăрантарĕç. Хаклă вулакансем, "Людмила Кинер тата чăнкă чăвашсем" концерта пырса курăр!