Налук çăмăллăхĕсем производствăна вăй парĕç

11 Июл, 2018

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкунхи ларăвăн кун йĕркинче налуксене йĕркелессипе çыхăннă саккуна улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулчĕ. Улшăнусене ырларĕç, çапла вара саккун проектне парламент тишкерсе «симĕс çутă» парсан налук тÿлекенсем валли палăртнă çăмăллăхсем вăя кĕрĕç.

Улшăнусемпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, çĕнĕлĕхсем республика саккунне федераци шайĕнчипе çураçтарассипе сăлтавланнă.

Нумай çăмăллăх хăвăрт аталану территорийĕн статусне илнĕ Канаш хулине пырса тивет. Сăмахран, организацисен тупăшĕнчен илекен налук малтанхи пилĕк çулта 5% ытла пулмĕ, ун хыççăнхи пилĕк налук тапхăрĕнче — 10%. Унччен вара ку виçене 2020 çулччен —17%, 2021 çул хыççăн 18% шайĕнче çирĕплетнĕ.

Министр палăртнă тăрăх, муниципалитетсен бюджечĕсем çулталăкра 5 млн тенкĕ çухатĕç. Анчах куншăн, Михаил Игнатьев шучĕпе, кулянма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен çак çухату каярахпа предпринимательсем аталаннине кура çĕнĕ производствăсем уçнипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе саплашăнмалла кăна мар, хушма налуксем те кÿмелле.

Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин унчченхи йĕркене упраса хăварни вырăнлине палăртрĕ. Çакă, иккĕленмест вăл, предприятисен инвестици хывассипе çыхăннă хастарлăхне тĕревлет.

Рубрика: 

Комментировать