Илме лайăх та…

24 Апр, 2018

Микрофинанс организацийĕсенчен кивçен укçа илме хăрушă тенине пĕрре мар илтнĕ. Çапах вĕсем патне кайма тивсен мĕн шута хумалла-ши?
Ю.КРАСНОВ.
Элĕк районĕ.

Раççей Банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн — Наци Банкĕн эксперчĕ çирĕплетнĕ тăрăх — кредит паракан банксемпе танлаштарсан микрофинанс организацийĕсен лайăх енĕсем те çук мар: кунта хăвăрт, салук хывмасăр, сахал документпа кивçен укçа илме пулать. Кунсăр пуçне унăн уйрăмĕсем республика районĕсенче те пур. Анчах çак организаци паракан займăн проценчĕсем питĕ пысăк.
Чи малтан Раççей Банкĕн сайтĕнче /www.cbr.ru/ компани МФОсен патшалăх реестрĕнче пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Çакă ултавçăсенчен сыхланма пулăшать. Çавăн пекех ĕç-хĕле хăй тĕллĕн йĕркелесе пыракан организаци — вăл микрофинанс ĕç-хĕлĕ çинчен калакан саккуна пăхăннине сăнаса тăрать; граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухать; членра тăракан МФОсене тĕрĕслет, явап тыттарать — тытăмĕнче пуррине пăхмалла.
Чăваш Енре регистрациленнĕ организацисен 500 пин тенкĕрен ытла микрозайм пама тата граждансенчен укçа йышăнма юрамасть.
Çавăн пекех МФОпа тăвакан килĕшĕве тĕплĕ вуламалла: мĕнле майпа укçа панине, ăна тавăрмалли йĕркепе лайăх паллашмалла. Килĕшÿре кăтартнисем — организаци ячĕ, адресĕ, ОГРН, ИНН — патшалăх реестрĕнчи пек пулмалла. Çавăн пекех документа уйрăм условисене кĕртме пултараççĕ, вĕсем тавăрса памалли укçан виçине самай пысăклатаççĕ. Килĕшĕвĕн пĕрремĕш страницин çÿлти кĕтесĕнче микрозаймăн тулли хакне кăтартмалла. Вăл вăтам рынок пĕлтерĕшĕнчен /унăн виçине Раççей Банкĕн сайтĕнче «Информаципе аналитика материалĕсем» — «Потребитель кредичĕ» пайра тупма пулать/ виçĕ хут пысăкрах пулма пултараймасть.
Сăмах май, процент парăмĕсене микрозайм виçинчен виçĕ хутран ытла ирттерме юрамасть. Тĕслĕхрен, 5 пин тенкĕ илсен 20 пин тенкĕрен ытла тавăрса памалла мар. Вăхăтра тÿлеменрен пухăннă парăмшăн палăртакан процента тĕп парăмăн юлнă пайĕнчен шутламалла, çавăн пекех унăн парăм виçинчен икĕ хут ытларах пулмалла мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.