Уявра кĕвентепе шыв çĕклерĕç

10 Июл, 2018

Шупашкарта федераци шайĕпе йĕркелекен 18-мĕш Сабантуй иртрĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин премьер-министрĕн заместителĕ, Пĕтĕм тутарсен конгресĕн «Милли Шура» наци канашĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, министрсем хутшăнчĕç.

Çĕрпе суха туйĕнче начар кăмăлпа çÿрекен пулмарĕ. Пĕрисем тăван сăмахне, юрри-ташшине илтсе савăнаççĕ пулĕ, теприсем — наци вăййисене хутшăнма май килнишĕн, виççĕмĕшсене тутар ал ĕç ăстисен пултарулăхĕ хăй патне туртнăран.

Тутар «ялĕнче» чи кăсăкли — куракан валли хатĕрленĕ вăйăсен лапамĕ. 9 тата 14 метрлă шерте-юпа тăрне алшăллисем, пусма татăкĕсем çыхса хунă. Юпа тăрăх хăпарса çакскерсене салтса илекенсем сумлă парнесене тивĕçеççĕ. Унашкал хăюллисем пулчĕç-и тетĕр-и? Паллах. Акă Тутарстанри Анат Камăран килнĕ 43 çулти Валентин Матюшкин 14 метрлă юпа çине 12 çеккунтра хăпарма пултарчĕ. Çав хулари 18-ти Булат Садриев та Сабантуя ятарласа килнĕ. Хусанти физкультура академине вĕренме кĕме хатĕрленекен йĕкĕт те çăмăллăнах парăнтарчĕ парнеллĕ шалчана. Пирĕннисем начар-им? Акă Алькешре пурăнакан 68 çулти Юрий Константинов çак кĕрешÿре чи асли пулчĕ.

Хальхи вăхăтра тутар, чăваш ялĕсенче кĕвентепе шыв çĕклекен çук пулĕ. Сабантуйра пулчĕç. Икĕ витрери шыва палăртнă вырăна тăкмасăр тата хăвăрт йăтса килекенĕ çĕнтерÿçĕ шутланать. Кĕçĕн çултисем çак самант кăсăклă пулнипе, аслăраххисем иртнĕ саманана аса илсе ăмăртăва хутшăнчĕç ахăр. Çак йĕркесен авторĕ те ачалăха путрĕ тейĕн, хăйне евĕрлĕ тупăшăва хутшăнчĕ. Мала тухаймарĕ пулсан та питĕ-питĕ кăмăллă юлчĕ.

Вутă касакансен ăмăртăвĕнче чăвашсем палăрчĕç. Елчĕк районĕн каччисем Дмитрий Ендеровпа Александр Павлов самай хулăн пĕренене икĕ касăк турĕç тата вакларĕç. Çак ĕçе пурнăçлама вĕсене икĕ минут та сакăр çеккунт кирлĕ пулчĕ. Правур каччăсен кăтартăвĕ чи лайăххиччĕ. Вĕсем те хаклă парнеллĕ пулчĕç.

Михĕ тăхăнса чупакансен хушшинче — ытларах шăпăрлансем. Çĕнерчĕç-и, çук-и — пĕрех парнепе хавхалантарчĕç вĕсене.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать