Килĕшÿсене алă пуснă

27 Мая, 2014

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Санкт-Петербургра пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Архангельск тата Кострома облаçĕсен кĕпĕрнаттăрĕсемпе суту-илÿпе экономикăра, ăслăлăхпа техникăра тата культурăра çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă.

Çак килĕшÿсен тĕп тĕллевĕ - регионсен социаллă пурнăçĕпе экономикин мĕн пур тытăмĕнче ăнăçлă ĕçлессине тивĕçтересси. Опытпа паллашни регионсем тытакан çыхăнăва çирĕплетмешкĕн йĕркелÿ, экономика, право тĕлĕшĕнчи условисем туса хума пулăшĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Кострома облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пĕрлехи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. «Регионта газ кĕртес, çулсем тăвас ыйтусене еплерех татса панине эпир пĕлетпĕр. Туризм енĕпе пухнă опыт та интереслĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр, машинăсем тăвасси, промышленноç та кăсăклантараççĕ. Юлашки çулсенче республикăра машина тăвакан отрасль аталанса пынине пĕлетпĕр», - тенĕ Кострома облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ.

Архангельск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ палăртнă тăрăх - килĕшÿ бизнес-тытăмсен представителĕсене пĕр-пĕриншĕн тупăшлă ĕçлеме çул уçать. «Сирĕн бизнес, уйрăммăн илсен, Шупашкарти электроаппаратура завочĕ, пирĕнпе çыхăну тытма кăмăл тунă май килĕшÿ йышăнма пултартăмăр. Пирĕн татса памалли пĕрешкел ыйтусемех пур. Ял хуçалăхĕнче, туризмра, промышленноçра регионсем пĕр-пĕрне пулăшасса шанатпăр», - тенĕ Игорь Орлов.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври «СКОЛКОВО» управлени шкулĕн ректорĕпе Андрей Шароновпа вĕренÿ тытăмĕнче çыхăну тытас ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Енпе «СКОЛКОВО» тунă килĕшÿпе управлени шкулĕ Чăваш Ен валли квалификациллĕ специалистсем тĕллевлĕ хатĕрлĕ, çавăн пекех республикăн вĕренÿпе ăслăлăх тытăмĕн ĕçченĕсен ăслăлăхпа теори тата професси шайне ÿстерме пулăшĕ.

Михаил Игнатьев республикăра электротехника кластерĕ вăйлă аталаннине пĕлтернĕ, республикăн тĕп капиталĕ ăслă-тăнлă çынсем пулнине палăртнă. Аса илтеретпĕр: Мускаври «СКОЛКОВО» управлени шкулĕ - Раççейри уйрăм çын йĕркеленĕ пысăк бизнес-шкул, Раççей тата пĕтĕм тĕнчери бизнес çыннисен пĕрлехи проекчĕ. «СКОЛКОВО» бизнес-шкул пĕрлĕхĕ Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери пысăк корпорацисене, вăтам тата вак бизнес представителĕсене, патшалăх влаçĕн органĕсене пĕрлештерет.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Энер Зэт» ООО компанин акционерĕпе Борис Зингаревичпа тĕл пулу ирттернĕ. Унта çак организаци Чăваш Ен предприятийĕсемпе çыхăну тытас майсене пăхса тухнă. «Энер Зэт» ООО - инжиниринг компанийĕ, потребительсен тĕрлĕ ушкăнне энергипе шанчăклăн тивĕçтермелли йышăнусем тăвать.

Санкт-Петербургри форумри ĕçсене пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăçланине пĕлтернĕ.

Виктор Вексельберг Роснано хутшăннипе тунă завода уçнă çĕре çĕртме уйăхĕнче Чăваш Ене килесси çинчен каланă. «Газпром» АУО Правленийĕн председателĕпе Алексей Миллерпа çыхăну тытас ыйтусене, уйрăммăн илсен Шупашкарта Пăр кермен тума пулăшассине сÿтсе явнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.