Тĕп паттăра — çăмăл автомашина

9 Июл, 2018

Чăваш Республики Пĕтĕм тутарсен XVIII Сабантуйне йышăнчĕ. Тĕп мероприятисем Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре тата Анне монуменчĕ çывăхĕнчи лапамра иртрĕç.

Кунтах тутар «ялĕ» вырнаçрĕ, ал ĕç ăстисем хăйсем мĕн тума пултарнипе паллаштарчĕç, юрă-ташă ăстисем те куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Спорт ăмăртăвĕсем валли пысăк лаптăк уйăрчĕç. Кĕрешÿре çĕнтерекен паттăр Тутарстан Республикин Президенчĕн Рустам Миннихановăн парнине — çăмăл автомашина уççине — тивĕçессе пĕлтернĕччĕ. Чи вăйли те çаврăнăçулли паллă. Volkswagen Polo автомашинăна Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пурăнакан Ринас Садаров çĕнсе илчĕ.

Ринас 1995 çулта çуралнă. Яш 8-мĕш класран пуçласа Фарид Чабатов тренер патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптама пуçланă. Ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене тухнăскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физкультура факультетне вĕренме кĕнĕ. 3-мĕш курсра чухне Ринас салтак ретне тăнă. Хĕсметре те тĕрлĕ тупăшăва хутшăнса мала тухнăскер диплом илнĕ. Халĕ вăл «Ак Барс» спорт клубне çÿрет.

- Шупашкарта иртекен Сабантуй пирки маларах илтрĕм. Парне пирки те пĕлеттĕм. Ку — манăн пĕрремĕш пысăк парне, пĕрремĕш çăмăл автомашина, — терĕ Ринас Садаров.

 

Рубрика: 

Комментировать