Халăхсем юратакан уявсем
Чăвашсен — Акатуй, тутарсен — Сабантуй. Сĕм авалтан пĕр пĕлтерĕшпе, сăлтавпа паллă тунă уявсем. Тĕлĕнмелле: паянчченех сыхланса юлнă вĕсем. Тутарсен çак уявĕ çинчен аса илме сăлтав пур: паян Шупашкарта федераци шайĕпе ирттерекен XVIII Сабантуй уçăлчĕ.
Ăна Чăваш Ен тĕп хулинчи чи илемлĕ вырăн — Хĕрлĕ тÿрем тата Анне монуменчĕ çывăхĕнчи лапам йышăнчĕç. Анне монуменчĕ çывăхĕнче тутар «ялĕ» ÿссе ларнă. Кунта тăванла халăхăн çемье традицийĕсемпе паллашма, йăли-йĕркисене курса савăнма, хуçалăх таврашĕн илемĕпе киленме пулать.
Çывăхри палаткăсенче ал ĕç ăстисен хатĕрĕсем: тăмран, йывăçран, тиртен, хаклă йышши чултан тата ыттинчен «чун илнĕскерсем». Наци вăййисем çинчен те манман: 6 метрлă шалча çине хăпарас тетĕн е снаряд çинче михĕпе кĕрешес килет? Куçа хупса тăм чÿлмеке ватма е тулли витресене кĕвентепе пĕр тумлам тăкмасăр çĕклеме пултарнине тĕрĕслес тетĕн? Тархасшăн.
Наци кĕрешĕвĕ чи вăйлине, маттуррине палăртĕ. Ун валли — Тутарстан Президенчĕн Рустам Миннихановăн парнийĕ — çăмăл автомашина. Ун уççи Патăрьел район каччине Ринас Садарова лекрĕ.
Икĕ лапама çыхăнтаракан кĕпере чăннипех Туслăх кĕперĕ теме пулать. Ăна уява хутшăнакан регионсен ялавĕсемпе илемлетнĕ. Сабантуя савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç.
Ферит ГИБАТДИНОВ, Чăваш Енри тутарсен наци культура автономийĕн ертÿçи:
— Хальхи вăхăтра Сабантуй тутар ялĕсенче çеç мар, Раççейри, Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи чылай хулара, çавăн пекех Австралире, Германире, Израильте, Польшăра, Турцире, АПШра иртет. Вăл наци уявĕ кăна мар, туссем, тăвансем тĕл пулмалли вырăн та. Эпĕ хам та ытти тăрăхра иртнĕ Сабантуйсене хутшăннă, вырăнти, тĕрлĕ регионти йăхташсемпе курнăçса савăннă. Акă халĕ хамăрăн йышăнма черет çитрĕ. Шанатăп: ентешсем тăван килĕсене савăк кăмăлпа таврăнĕç.
Комментировать