Таркăна тытнă

27 Мая, 2014

28 çулти Роман Сидорова, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ФСИНăн республикăри управленийĕн юсанмалли 3-мĕш колонийĕнчен тарнăскере, иртнĕ шăмат кун каçхине тытса чарнă.

Паллах, шыравăн пĕтĕм вăрттăнлăхне уçса памаççĕ, Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - таркăна асăннă колони сотрудникĕсем засада йĕркелесе Çĕнĕ Шупашкарти груз юхан шыв порчĕн территорийĕнче тытнă. Сидоров право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене хирĕç тăнă-мĕн. Вĕсенчен пĕрне уринчен чукмарпа çапнă.

Çавна май халĕ унăн Уголовлă кодексĕн 313 статйин 1-мĕш пайĕпе /ирĕклĕхсĕр хăварнă вырăнтан тарни/ кăна мар, 318-мĕшĕн 1-мĕш пайĕпе те /влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курни/ явап тытма тивет-тĕр.

Аса илтерер: çын вĕлернĕшĕн тата пурлăх вăрланăшăн судпа айăпланса 16 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлнăскерĕн çав приговорпа лармалли тата 11 çул юлнă. Халь, паллах, кирпĕч шутламалли вăхăт самай хушăнасси иккĕленÿсĕр - следстви пырать, тивĕçлĕ приговор пулĕ. Тепĕр тесен - приговор итлеме Сидоров хăнăхнă та пуль ĕнтĕ: çын вĕлериччен вăл маларах та суд умне икĕ хут тăнă вĕт - 2007 çулта пурлăх çаратма тăнăшăн айăпланнă, 2008 çулта - хулиганла ĕçшĕн.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.