Вăхăтра пулăшманнипе... çын пурнăçĕ татăлать

3 Июл, 2018

«Раççейре çулсеренех çĕр-çĕр пин çын производствăра, çулсем çинче, пушарта, йăлара асăрханманран вилет: çав шутран 15% — йывăр сурансене пула, 15% — медицина пулăшăвне вăхăтра кÿменрен, 70% — инкеке лекнисене юнашар çынсем пулăшу паманран е пама пĕлменрен. Енчен те вĕренÿ е ĕç коллективĕнчи 1 çын та пулин пулăшу пама пĕлсен вилеслĕх палăрмаллах чакĕччĕ. Европа пирĕншĕн яланах тĕслĕх мар паллах, çапах унта кашни иккĕмĕш çын инкеке лекнĕ этеме хăтарас тĕллевпе мĕн тумаллине пĕлет, пирĕн вара — кашни 20-мĕш çеç. Çак лару-тăрăва ырă еннелле улăштарас килет», — тенĕччĕ «Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Алексей Абукин хăйсем пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентекен курссем йĕркелесен.
Статистикăна ĕненес тĕк — шар курнисен 90% инкек пулнă хыççăн 9 минутран кая юлмасăр пулăшу кÿрсен вĕсен чĕрĕ юлма шанăç пур. Ку утăма тухтăрсем çеç мар, юнашар çынсем те тума пултараççĕ. Шел те, Росстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, Раççейре пурăнакансен 7% çеç пĕрремĕш пулăшу кÿме пĕлет. Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕн эксперчĕсем палăртнă тăрăх — пĕрремĕш пулăшăвăн институчĕ чăнласах та ĕçлетĕр тесен халăхăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕн те пулин çак ăсталăха пĕлмеллех.
Çакна шута илсе кăçал РФ Патшалăх Думинче «Раççей Федерацийĕнче граждансен сывлăхне сыхлассин никĕсĕсем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Думăн Сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи Дмитрий Морозов пĕлтернĕ тăрăх — çак улшăнусем çынсене пурне те пĕрремĕш пулăшу меслечĕсене хăнăхтарассипе çыхăннă. Вăл искусствăллă майпа сывлаттарма хăнăхни тата дефибрилляторсемпе ĕçлеме хăнăхни граждансене пушшех пĕрлештерĕ тесе шухăшлать. Депутат çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче тата транспортра дефибрилляторсем пуласса шаннине, çакна та саккунра çирĕплетессине палăртнă.
Паллах, инкеке лекнĕ этеме пĕрремĕш пулăшу кÿресси — çын хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕç, тивĕç мар. Çавăнпах-тăр нумайăшĕ урамра выртакан арçынна е хĕрарăма курсан та асăрхамăш туса иртсе каять, «ÿсĕр ĕнтĕ вăл, çавăнпа йăваланса выртать» теççĕ кун пек чухне. Тен, çав этемĕн чĕри чирлĕ е вăл тăнне çухатнă? Ун çывăхне пыма шикленсен тата ăна мĕнпе пулăшмаллине пĕлмесен специалистсене чĕнмелле.
Пĕрремĕш пулăшу кÿни инкеке е пăтăрмаха лекнĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май парать. Çакăнпа çыхăннă пĕлĕве тарăнлатас тата ăсталăха ÿстерес текенсем республикăри Васкавлă медицина пулăшăвĕн станцине кайма пултараççĕ. Унта реанимаци бригадин фельдшерĕсем тата тухтăрсем — вĕсем Европăн реанимаци енĕпе ĕçлекен канашĕн инструкторĕсем шутланаççĕ — ятарлă манекенсем тата симуляци центрĕн оборудованийĕ çинче инкеке лекнĕ çынна шурă халатлă специалистсем çитиччен мĕнле пулăшмаллине ăнлантараççĕ-кăтартаççĕ. Паллах, теори пĕлĕвне те параççĕ. Тест витĕр ăнăçлă тухсан тата практика ăсталăхне кăтартса зачет тытсан çак курссене çÿренĕ çынсем сертификат илме пултараççĕ. Чăн та, çак курссем тÿлевлĕ.
Çапах ăсталăха тÿлевсĕр майпа та ÿстерме пулать. Акă çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти Тĕп пляжра юхан шывра, пĕве-кÿлĕре хăрушлăха лекнисене пĕрремĕш пулăшу мĕнле памалли пирки ăсталăх класĕ иртнĕ. Шыв объекчĕсенче тата çыран хĕрринче инкек ан пултăр тесен, путакан çынна курсан мĕн тумалла, «Васкавлă пулăшу» бригади çитиччен реанимаци мероприятийĕсене мĕнле ирттермелле? Çакăн пирки ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин çитĕннĕ халăха медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алексей Смирнов тата республикăри Васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн симуляци центрĕн инструкторĕсем, çăлавçăсем ăнлантарнă тата кăтартса панă. Вĕсем çавăн пекех хĕвел çинче нумай çÿренипе аптăранă çынна, ÿчĕ пиçсе кайнă этеме, сывлăхпа пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан ытти лару-тăрура мĕнле пулăшмаллине кăтартнă. Сăмах май, Алексей Смирнов 2015 çулта «Çул çинче, йăлара, канура пĕрремĕш пулăшу» ятпа кĕнеке кăларнă. Республикăри Судпа медицина экспертизин бюровĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта 60 çын путса вилнĕ, кăçал вара — 29 /утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне/, урăхла каласан пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 14 çын ытларах.
Манăн шухăшпа, çакнашкал ăсталăх класĕсене ытларах йĕркелемелле. Уйрăмах халĕ, çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра. Хĕвел хĕртсех пăхнă вăхăтра пирĕнтен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать-çке. Шел, хăшĕсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине манаççĕ. «Мерăсем йышăнатпăр пулин те /республикăри çăлавпа шырав службин çăлавçисем Пĕчĕк карапсен инспекторĕсемпе пĕрле шыв объекчĕсенче профилактика рейчĕсем ирттереççĕ/ юлашки 2 эрнере 12 çын путса вилнĕ. Çав шутран 4-шĕ — 5-12 çулсенчи ачасем, вĕсем ятарласа хатĕрлемен вырăнта аслисемсĕрех шыва кĕнĕ. Апла пулмалла мар! Ачасене хăйсем тĕллĕн çеç шыва кĕме ирĕк памалла мар», — пĕлтерчĕç республикăри ГКЧСран. Вĕсемпе юнашар лайăх ишекен тата пĕрремĕш пулăшу пама пĕлекен çын пулнă тăк инкек пулмĕччĕ те çав…
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.