Ертÿçĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ

3 Июл, 2018

Пирĕн республикăра Пуçлăх тата муниципалитет служащийĕсен кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта иртрĕ.
— Хальхи вăхăтра пуçлăхсен пур енĕпе те хастар пулмалла. Района аталантарас тата унти халăхăн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пуçаруллăн ĕçлемелле, çĕнĕ проектсем хатĕрлесе вĕсене пурнăçа кĕртмелле. Спортпа туслă пулни кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме вăй парса тăрать, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Район-хула администрацийĕсен ĕçченĕ¬сенчен йĕркеленнĕ 26 команда тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕ. Вĕсем ишрĕç, велосипедпа тата çуран чупрĕç, волейболла-футболла вылярĕç. Утă çулакансен турнирĕ те кăсăклă иртрĕ. Унта Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çĕнтерчĕ. Мала тухнисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов чысларĕ. Сăмах май, вăл 3 çул каялла, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă чухне, çак ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Патăрьел райадминистрацийĕн ертÿçи Рудольф Селиванов та вăйлисен йышне кĕчĕ.
— Уява 19 ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хутшăнать. Хамăр вăя кашни ăмăртурах тĕрĕслетпĕр. Кунта тĕплĕн хатĕрленсе çĕнтерес тĕллевпе килтĕмĕр, ĕç хыççăн тренировкăсене çÿрерĕмĕр. Ку ăмăрту пире пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, туслă çыхăнусем йĕркелеме пулăшать, — терĕ Рудольф Васильевич. Унăн шухăшĕпе Йĕпреç районĕнчи Березовка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Юрина та килĕшрĕ. 12 çул каялла ăна, шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче тата библиотекарьте вăй хураканскере, ял халăхĕ çак должноçа суйланă. «Халăх сана шанни питĕ пысăк хисеп. Унăн шанăçне тÿрре кăлармаллах. Эпир ял-йышпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр», — ертÿçĕ пулма çăмăл маррине палăртрĕ Любовь Николаевна. 56 çулти хĕрарăм спорт ăмăртăвĕсенче те хастар пулнине каламалла. Вăл кашни çул командăпа пĕрле район ят-сумне çÿле çĕклессишĕн тăрăшать.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе райадминистрацисен ертÿçисем тата вĕсен заместителĕсен хушшинче те лайăххисене палăртрĕç. Вĕсем йывăр лава туртас, кире пуканĕ ывăтас тата михĕ йăтас енĕпе кĕрешрĕç. «Пăхаттир пуçлăх» ята Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров çĕнсе илчĕ. 28 çулти арçын ку должноçра пĕр уйăх ытла кăна ĕçлет-ха.
— Нумаях пулмасть çĕнĕ шыв башни хута ятăмăр. Кивелнĕ кĕперсене çĕнетмелле, çул-йĕр ыйтăвĕ те хумхантарать. Ял урамĕсене тирпейлесе хăтлăлатас тĕлĕшпе те ĕçлемелле. Ял халăхĕ мана пулăшса пырать, — терĕ вăл ку ĕç яваплине палăртса. Унччен Раççей Пенси фончĕн тытăмĕнче тăрăшнăскер спортпа туслă, армрестлингпа кăсăкланать. Энĕшпуç ял тăрăхĕнчен паллă спортсмен чылаййăн тухни те хавхалантарнă çамрăк пуçлăха. Çĕнтерÿçе 500 килограмм тырă тата штанга парнелерĕç. Александр Юрьевичăн çитĕнĕвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев уйрăмах кăмăллă пулчĕ. «Пирĕн ретре çамрăксем пулни питĕ аван. Вĕсен ĕçлес кăмăлĕ те, ĕмĕт-тĕллевĕ те пысăк. Вĕсем ĕçре кăна мар, спортра, пултарулăхра, общество ĕçĕнче маттур пулни ят-сума ÿстерет», — терĕ Андрей Васильевич.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.