Совет влаçне йышăнман

29 Июн, 2018

Граждан вăрçине хутшăннă вăйсем халăха икĕ пая уйăрнă: пĕр енче — совет влаçне йышăннисем, тепринче — большевиксемпе Советсемсĕр Раççейшĕн кĕрешекенсем.
Вĕсенчен пĕри — 1917 çулхи чÿк уйăхĕнче Учредительнăй пухăва суйланнă, 1918 çулхи çурла уйăхĕнче Комучăн Хусан кĕпĕрнинчи уполномоченнăйĕн граждансен ĕçĕсемпе тăрăшакан пулăшуçи пулнă, Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă Г.Ф.Алюнов /1876-1921/. Вăл большевиксене хирĕç кĕрешме йыхăрнă.
Комучăн юлашки ларăвĕ Самарта 1918 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ. Унăн членĕсем 5-мĕшĕнче Ĕпхÿ /Уфа/ хулине тухса кайнă. Унта Раççейĕн çĕнĕ правительствине — Ĕпхÿ директорине — туса хунă, Комуча пĕтерсе Учредительнăй пуху съездне йĕркеленĕ. Унăн ĕçне Алюнов, темиçе комиссире тăнăскер, хастар хутшăннă. Чÿк уйăхĕнче А.В.Колчак хăйĕн аллине Раççейĕн тĕп влаçне илни çинчен пĕлтерсен съезда салатса янă, унта тăнисене арестленĕ, пĕр пайне Омскра персе вĕлернĕ, вилĕмрен çăлăннисем чикĕ леш енне тарнă. Алюнов шуррисемпе пĕрле Тобольска çитнĕ. Хулана Хĕрлĕ Çар тытса илсен ăна чекистсем 1920 çулхи утă уйăхĕнче арестлесе Хусана илсе килнĕ. Вăл Хусан тĕрминче вилнĕ /Г.А.Александров, «Чувашские интеллигенты», 2002 ç./.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.