Ăсчахсем конференцие пухăннă
Ĕнер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм Раççейри «Пысăк хăвăртлăхлă гидродинамика тата карапсем тăвасси» наука шкулĕ-конференци ĕçлеме пуçланă.
Чăваш Ене тĕрлĕ регионтан паллă ученăйсем, инженерсем, конструкторсем, аспирантсемпе çамрăк тĕпчевçĕсем килнĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă, докладсем тунă. Алексей Крылов академик çуралнăранпа 155 çул çитнине халалланă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. «Эпир пултаруллă ентешсемпе мухтанатпăр. Крылов академике те асра тытатпăр. Патшалăх ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене, хальхи йышши технологисене пурнăçа кĕртмешкĕн нумай ĕç тăвать. Çамрăк ученăйсене ятарлă грантсемпе премисем паратпăр», — тенĕ Михаил Васильевич.
Комментировать