Юхма Мишши тепĕр наградăна тивĕçнĕ

26 Июн, 2018

«Çветтуй Руç Геройĕн» Ылтăн Çăлтăрĕ — «Раççей ирĕклĕ казачестви» общество организацийĕн награди.
Шăпах çак наградăна тивĕçнĕ пирĕн ентеш, Чăваш халăх писателĕ, академик, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, чăваш общество культура центрĕн председателĕ Юхма Мишши. Награда хутне Раççей казачествин аслă атаманĕ Леонид Ефремов генерал-полковник алă пуснă.
Тав хутне Раççей аслă офицерĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Е.Макоклюев генерал-лейтенант алă пуснă. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Раççей, Чăваш Ен тата пĕтĕм тĕрĕк тĕнчин ырлăхĕшĕн хăвăрăн сăмахăрпа тата ĕçĕрпе вун-вун çул чуна парса ĕçлетĕр. Сирĕн писатель таланчĕ, общество ĕçченĕн вăй-халĕ тата историкĕн ĕçĕ чи çÿллĕ пахалăхсемпе — халăха юратнипе, ырă кăмăллăхпа тата Тăван çĕршывăн ăс-хакăл чĕрĕлĕвне шаннипе — палăрса тăраççĕ».
Ачасен ас.нче юлатех
Шупашкарти В.П.Воробьев ячĕллĕ ачасен 2-мĕш музыка шкулĕн сĕрме купăс класĕнче вĕренекенсем Светлана Богатырь ÿнерçĕ куравне хăйне майлă илемлетнĕ.
Сĕрме купăсçăсен «Калейдоскоп» ансамблĕ, ăна Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталья Серегина ертсе пырать, Францири Светлана Богатырь ÿнерçĕн Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнчи куравне пынисене илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе тыткăнланă. Паллă художникăн ĕçĕсене музей çакăн пек пысăк калăпăшпа пуçласа йышăннă. Хăш-пĕр картинине вăл Шупашкара ятарласа илсе килнĕ. Художница ку таранччен ятарлă 45 выставка ирттернĕ тата ушкăнпа 50 ытла курава хутшăннă. Раççейре унăн ĕçĕсем Патшалăх Третьяков галерейинче /Мускав/, Патшалăх Вырăс музейĕнче /Санкт-Петербург/, Глинка ячĕллĕ патшалăх музыка культурин музейĕнче /Мускав/, С.В.Рахманинов, С.С.Прокопьев, А.Н.Скрябин музейĕсенче упранаççĕ.
Курава уçма ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Лидия Седойкина, республикăн культура общественноçĕн представителĕсем хутшăннă. Шăпах вĕсене тĕлĕнтернĕ те пĕчĕк сĕрме купăсçăсем. Пĕчĕк артистсем парнесемпе — постерсемпе — таврăннă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕсем музыка шкулĕн класĕсене илем кÿрĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.