Пукане-«Мисс»

25 Июн, 2018

Пурăннă тет Пукане. Сăнĕ унăн тĕнчери чи ăста ÿнерçĕ те ÿкерсе парайми, тĕнчери чи пултаруллă çыравçă та сăнарлайми хитре, кĕлетки Сăр хăви пек пиçĕ те яштака пулнă, куçĕсем шултра хура хурлăхан евĕр, çÿçĕ сăмала сĕрнĕ пекех хуп-хура пулнă, хĕвел çинче куçĕ те, çÿçĕ те, хĕрлĕ хурăн çырли пек хĕп-хĕрлĕ тути те çиçсе анчах тăнă. Ăна пурте «Мисс» тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесен пĕр çулхине вăл илемлĕ пикесен ăмăртăвне хутшăннă та пурне те хăйĕн чиперлĕхĕпе тĕлĕнтерсе анратса янă.
Пĕрре Пукане-«Мисс» çула тухнă. Çийĕнче ун шап-шурă кĕпе, пуçĕнче çутă-çутă тухья, уринче хĕрлĕ сăран атă. Шап-шурă кĕпи ун вĕл-вĕл! вĕçет, çутă-çутă тухйи чăнкăр-чăнкăр! тăвать, хĕрлĕ сăран атти нăтăр-нăтăр! тет. Пукане-«Мисс» çулпа пырать-пырать те Тракториста тĕл пулать.
— Ăçта каятăн, Пукане тус? — ыйтать Тракторист.
— Каччă шырама каятăп, — хуравлать Пукане-«Мисс».
— Каччă терĕш хам пулам-и? — тет Тракторист.
— Пуласси пулăн та, Тракторист, ташшу-юрру мĕнле-ши сан? — тĕпчет Пукани.
Тракторист юрлама, ташлама пуçларĕ. Çÿçне-пуçне вирелле тăратса тăрăс-тăрăс! сиккелерĕ, трактор рулĕ умĕнче ларса пынă чух çывăрса каясран ĕнĕрлекен пĕр юррине юрларĕ. Сасси хăйĕн тракторăнни евĕрлĕ хăлтăр-хăлтăр! тухрĕ.
Пукане-«Мисс» тата ыйтать:
— Пурнăç йĕрки епле санăн? — тет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.