Сцена çинче — ача-пăча ушкăнĕсем

23 Июн, 2018

Паян Хĕрлĕ тÿремре ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен уяв концерчĕ иртрĕ.

Алиса Лукина ертсе пыракан «Сарпике» тата Анатолий Попов аталантаракан «Тантăш» халăх ташă ансамблĕсемсĕр республикăри пĕр уяв та иртмест тесен йăнăш пулмĕ. Вĕсемсĕр пуçне «Чăваш Ен ахахĕсем», «Бебитоша», «Локинэ», «Феерия», «Галатея», «Эрешсем», «5 октава» ушкăнсем пухăннисене уявпа саламларĕç.

Мария Васильева тата Мила Семенова «Локинэ» ташă ушкăнне çÿреççĕ: «Паян кĕçĕн тата аслă ушкăнсемпе килтĕмĕр. Аслисем чăваш халăх ташши ташлаççĕ, эпир вара, кĕçĕннисем, вырăс халăх ташшипе куракансене савăнтаратпăр».

Дарья Платонова, Виктория Захарова, Виктория Жирнова «Галатея» классика ташшин ансамбльне çÿреççĕ. «Эпĕ ушкăна мĕн уçнăранпа Анна Мамиконова патĕнче ташă ăсталăхне туптатăп. Çакăн пек паллă пулăмра хутшăнма тÿр килнĕшĕн савăнатăп. Республикăна уяв ячĕпе саламлатăп», — чĕвĕлтетрĕ Даша. «Мероприяти валли 4 номер хатĕрлерĕмĕр. Вĕсем куракансен кăмăлне каясса шанатпăр», — терĕç икĕ Вика.

Уяв пирки куракансем мĕн шухăшлаççĕ-ши?
Надежда СЕМЕНОВА:
— Эпĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне виççĕмĕш çул килетĕп. Чăвашсем пуçтарăннă саманта мĕнле курмасăр юлăн? Мĕнлерех хитре çи-пуçпалан артистсем! Ыттисем те малашне çак чаплă мероприятирен айккинче юлмасса шанатăп.
Ксения СИНДЮКОВА:
— Лайăх çанталăк пулнăран уçăлса çÿреме тухрăм. Республика кунĕ умĕн пĕр-пĕр концерт курас кăмăл та пурччĕ. Ĕмĕт пурнăçланчĕ темелле. Ташă ăстисем сцена çинче илемлĕн хускалнă вăхăтра хамăн та ура хуçса ташлас килет.
 

Рубрика: 

Комментировать