Шурă кăвакарчăн – тăнăçлăх палли…

22 Июн, 2018

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи 1418 куна тăсăлнă Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçалхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчн 77 çул çитнĕ ятпа Чăваш хутлăхĕн тĕп хулинче, шурă Шупашкарăн Çар Мухтавĕн мемориалĕнче, ирттернĕ асăнупа хурлану митингне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Юнлă çапăçу хирĕсемпе утса-шуса тухса Аслă Çĕнтерĕве туптанă, хăйсен йăхне тăсакан çĕнĕ ăрăва телейлĕ те ирĕклĕ, янкăр тÿпеллĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксен йышĕ çулсерен чакса пынă май, ĕнерхи митингра та кăкăр тулли орден-медаль çакнă хисеплĕ ветерансен, тăлăх салтак арăмĕсен речĕ малтанхи çулсенчи митингсемпе танлаштарсан самаях сайраланнă. Мирлĕ вăхăтра çар хирĕç-тăрăвне хутшăннисем те йышлăн тееймĕн. Вĕсене те /суранĕсем вăхăт иртнĕ май пусса пынипе паллах/ вилĕм çави çут тĕнчерен вăхăтсăр илсе каять.

Çамрăксем йышлă: кадет шкулĕсен курсанчĕсенчен, шкул ачисенчен, волонтерсенчен тытăнса садике çÿрекен шăпăрлан таранах. Кĕçĕн ÿсĕмрисене ашшĕ-амăшĕ çавăтнă паллах. Кашнин аллинчех — хĕрлĕ гвоздика. Хисеплĕ ветерансене вĕсем телейлĕ ачалăхшăн тав туса чечек парнелерĕç, ăшă сăмахсемпе кăмăлĕсене çĕклерĕç, юнашар тăрса сăн ÿкерттерчĕç. Çар тумĕллĕ яшсемпе хĕрсем чеç парса тăван халăха, çĕршывăмăра хÿтĕлемешкĕн яланах хатĕррине чыслăн пĕлтерчĕç.Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министерствăсемпе ведомствăсен яваплă çыннисем, РФ Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕсемпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество тата тĕн организацийĕсен представителĕсем, Шупашкар хулинчи вăрçă тата ĕç ветеранĕсем Ĕмĕр сÿнми çулăм тата Афган вăрçинче пуç хунисенн ячĕпе çĕкленĕ палăк умне умне астăвăм кăшăлĕ, чĕрĕ чечек хучĕç, часавайра вĕсене асăнса çурта çутрĕç.

Çар Мухтавĕн мемориалĕ çийĕн шурă кăвакарчăнсен ушкăнĕ вĕлтĕртетсе ярăнчĕ. "Мăнукăм, асра тыт: кăвакарчăн — мир кайăкĕ, шурă тĕсли — тăнăçлăх палли, — терĕ кĕçĕн мăнукне çавăтнă кинемей тÿпенелле тинкернипе шывланнă куçне алă тутăрĕпе шăлнă май. — Сан ĕмĕрĕнте вăрçă кăна ан пултăр ĕнтĕ, мăн аслаçу вăрçăра пирĕншĕн те, сирĕн ăрушăн та асапне ытлашшипех тÿссе ирттернĕ"...

 

Рубрика: 

Комментировать

Новости по теме