Ырă йывăçран - ырă çимĕç

24 Мая, 2014

Истори ас тăвăмĕ пур чухне кирек хăш халăх та чĕрĕ. Ас тăвăмăн храмĕ вара - музей. Шăпах çак уйăхра, тĕрĕсрех, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Музей кунне паллă турăмăр.

Республикăра патшалăх тата муниципалитет тытса тăракан музейсем 16. Унсăр пуçне районсенче культура учрежденийĕсем çумĕнче е шкулсенче те пур вĕсем. Унашкаллисене тытса тăма уйрăмах йывăр, çакскерсем халĕччен упранса юлни пĕтĕмпех унта ĕçлекенсен хастарлăхĕпе çыхăннă. Нумаях пулмасть вĕсенчен пĕрне - Елчĕк районĕн культурăпа кану центрĕ çумĕнчи историпе тавра пĕлÿ халăх музейне - çитсе куртăмăр.

Çирĕм çул ытла ăна Валентина Вастулова ертсе пырать. Аваллăх управçи çĕнĕрен чĕрĕлсе тăни шăпах Валентина Григорьевнăпа çыхăннă. Район музейне 1972 çулта ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕ пулнă Петр Сидоров пуçарăвĕпе уçнă. Паллах, малтанхи çулсенче вăл пĕчĕккĕн вăй илсе, ура çине «тăрса» пынă. Экспонатсем те çулсем иртнĕçемĕн йышланнă. Çĕнĕ хăватпа 1992 çулхи раштав уйăхĕнче «сывласа янă»: музей валли ятарлă çурт уйăрнă, шанчăклă ертÿçĕ тупнă. Халĕ акă çапла шухăшлатăп: енчен те ăна Валентина Григорьевнăна мар, урăххине шанса панă тăк ун шăпи мĕнлерех килсе тухатчĕ-ши?

Вастуловăна 1977 çултанпа пĕлетĕп. Ун чухне Немцева хушаматпа çÿретчĕ. Вăл - Елчĕк район хаçачĕн корреспонденчĕ, эпĕ - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн иккĕмĕш курс студентки «Колхоз ялавĕнче» практикăра. Çывăх туслашрăмăр. Валентина пилĕк çул редакцире ĕçлерĕ, качча тухса ача та çуратрĕ. Иккĕмĕш пепкине кун çути пама та хатĕрленетчĕ, анчах декрета редакцирен кайма май килмерĕ. Пĕчĕк ывăлне Тăрăн чиркĕвĕнче тĕне кĕртсе пысăк «преступлени» тунă. Шăпах çавăншăн айăпланă ăна, редакцире ĕçлеме паман.

Вăхăт иртнĕ, самана улшăннă. Тĕлĕнмелле те, хуçасем çеç пукансене улăштарнă. Валентинăна хăй вăхăтĕнче преступник тенĕ çынах ăна музей ĕçне шанса панă. Йăнăшман. Тĕрĕссипе, вăл ун пултарулăхĕпе ăсталăхне, тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхне малтанах витĕр курнă.

Халĕ иртнĕ тапхăр пирки Валентина Григорьевна усалпа аса илмест, редакцире ĕçлени района, унта пурăнакансене лайăх пĕлме пулăшнине палăртать. Çав самант ăна чунпа çирĕпленме, ăс-хакăлпа пиçĕхме май панă. Пĕр хушă ниçта та ĕçе илменрен таçта та «пырса тĕкĕнме» тивнĕ унăн. «Паха тĕрĕ» фабрикăн Аслă Елчĕкри филиалĕнче бригадирта ĕçлени малашлăхра пысăк усă кÿнĕ. Ун чухне района чăваш тĕррин ăсти Мария Симакова час-часах пырса çÿренĕ. Вастулова вăхăта усăсăр ирттермен, чăваш тĕррине алла илме хăнăхнă. Халĕ акă вун улттăмĕш çул ĕнтĕ музейре чăваш тĕррин кружокĕ ĕçлет. Ольга Яковлева, Надежда Левая, ыттисем, вĕсен амăшĕсем тав тăваççĕ Валентина Григорьевнăна.

Музейăн çĕнĕ çуртри кун-çулĕ пирки унăн ертÿçи çапларах каласа кăтартрĕ. «Ăна мĕнле килет çапла мар, ăслăлăх концепцине тĕпе хурса йĕркелесе пытăмăр,- тет Валентина Вастулова. - Наци музейĕнчен Юрий Матросов художник ертсе пынă ушкăн ĕçлерĕ. Этнографи кĕтесне тунă чухне район тăрăх тепĕр хут çаврăнса тухма тиврĕ. Ÿнерçĕсем вир килли ыйтаççĕ. Чăваш Шуршăвĕнче тупрăм, анчах вăл - вутă купи айĕнче. «Вутта çунтарса пĕтерсен парса ярăп», - тет кил хуçи. Мана вара паян кирлĕ. Вутта çĕнĕ вырăна куçарса хума тиврĕ. Килĕ паян та музейра упранать. Пир тĕртмелли станок та, ал ĕç тумалли ытти хатĕр илсе килнĕ. Миçе çуртăн маччи çине хăпарса анман пулĕ. Халĕ музейра 5020 ытла экспонат».

Музей çурчĕ архитектура палăкĕ шутланать. Ăна, икĕ хутлăскере, 1909 çулта хăпартнă. Хуçи - вырăнти пуян Яков Беляев. Халăха çаратса тата хĕн кăтартса пуйман теççĕ ун пирки. Хăйсен йăхĕ ĕçчен те маттур пулнă-мĕн. Çапах та совет самани савăнăç вырăнне куççулĕпе ытларах «сăйланă» иккен. Яков Павловича 1919 çулта хăйсен хапхи умĕнчех персе вĕлернĕ. Йăхне кулак тесе айăпланă, çуртне туртса илнĕ. Вăл чылай вăхăт пушă тăнă, каярах патшалăх банкĕ те пулнă, архив докуменчĕсене те упранă.

Беляевсен йăх тымарне тĕпчессипе музей специалисчĕсем нумай ĕçленĕ. Совет Союзĕн Геройĕ Александр Беляев та çав кăкранах. Александр Филиппович Елчĕкри икĕ класлă шкул хыççăн Чĕмпĕрте чăваш педтехникумне пĕтернĕ, унтан Новосибирскра учительте ĕçленĕ. Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче ăс пухнă. 1943 çулхи раштав уйăхĕнче Днепр çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче Беляев подполковник вилмеллех аманнă. Юлашки çапăçăвĕнчи паттăрлăхшăн ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

2008 çулта Александр Беляев çуралнăранпа 100 çул çитнине районта савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă, унта Герой хĕрĕ Светлана Александровна та хутшăннă. Александр Филиппович ÿкерме ăста пулнă иккен. Вăрçă вăхăтĕнче пурнăçланă темиçе ĕçне хĕрĕ музее парнеленĕ. Вăл Елчĕке ашшĕн 105 çулхи юбилейне те килсе кайнă. Шел, уяв хыççăн икĕ эрнерен çĕре кĕнĕ. Халĕ Беляевсен йăх йывăçне тăвас ĕçе Геройăн пиччĕшĕн ывăлĕ Андрей кÿлĕннĕ-мĕн.

Беляевсен Удмурт Республикинче пурăнакан тăхăмĕсем те Елчĕке çулленех килсе каяççĕ, несĕлĕсен çуртне типтерлĕ упранăшăн музей ĕçченĕсене тав тăваççĕ.

Çакна палăртни вырăнлă: çурта, тĕпрен илсен, музей ĕçченĕсем хăйсен тата спонсорсен вăйĕпе юсаççĕ. Ку енĕпе Валентина Григорьевна Владимирпа Лидия Зайламовсене ырăпа асăнчĕ. Предпринимательсем çулленех строительство материалĕсемпе пулăшаççĕ. Арçын ĕçĕсене мăшăрĕ тата ывăлĕсем туса параççĕ. Иртнĕ кĕркунне те вĕсен вăйĕпех çурта сăрласа илемлетнĕ.

Пĕччен хулă шăпăр мар теççĕ. Тĕрĕсех. Район шайĕнчи пысăк ĕçре пĕр шухăшлă пулса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе музей ертÿçи Валентина Вастулова тата Светлана Голубева лектор-экскурсовод район ертÿлĕхĕпе, культура пайĕпе канашласа, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ.

Аваллăх управçи мĕнпе илĕртме пултарать? Пĕр енĕ - манăçа юлнă аваллăха çĕнĕрен тавăрни. Çавна май «Музейри каç» акцие палăртса хăвармалла. Виçĕ-тăватă çул каялла экспонатсене «чĕртсе» тăратнинчен пуçăннă çак ĕçе. Чи малтанах хут пĕлменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле вăй хунине кăтартса парас тенĕ. Çав «кăтартура» ачасене чернилпа çырма «вĕрентни» уйрăмах кăсăклă пулнă. Пионера, комсомола илнине сăнласа кăтартни те тĕлĕнтернĕ. «Елчĕк пасарĕ» панно тĕлĕнче чăн-чăн пасар хуçалланнă тейĕн. «Этнографи залĕнче» пир станокне, хресчен хуçалăхĕнчи пур япалана та тĕкĕнсе, алла тытса пăхма ирĕк панă. Кăмăл тăвакансем хăйсем пир тĕртме пултарнă. «Ĕлĕкхи кил-çурт таврашĕ» пайра патефон авалхи юрăсене шăрантарнă.

Тепĕр çулĕнчи «Музей каçĕнче» тĕрĕ ăстисем хуçаланнă. Çын урамра туллиех пулнă: тĕрлекенĕсем те, вĕсен ĕçĕпе киленес текенĕсем те. Вера Филиппова, Галина Чернова, Зинаида Обручкова, Елена Федорова, Елена Моисеева, Елена Козлова тата Екатерина Мартынова йăла юррисене тăсса янă, хĕрсем салтака каякан каччисем валли парне - сăмса тутри - хатĕрлеме ларнă.

Çав каçах музей кил картинче район территорийĕнче çитĕнекен 16 тĕрлĕ курăкран чей вĕретсе ĕçнĕ. Сăмавар пăс кăларса ларнă вăхăтра та юрă-кĕвĕ янăранă. Кăçал вара Музей кунĕнче велочупу ирттерчĕç. Истори, культура, архитектура тĕлĕшĕнчен паллă палăксем патне çитсе килчĕç.

Эпир пынă кун музей ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çĕнĕ стенд, курав хатĕрлетчĕç. Валентина Григорьевна фронтра связистка пулнă Нина Смирновăн вăрçăри япалисене кăтартрĕ. Нина Николаевна районти Акчел ялĕнче çуралса ÿснĕ, фронта та унтанах кайнă. Çĕнтерÿ хыççăн та тăван ялнех таврăннă. Телейне вара вăрçă хирĕнче хăварнă. Приморье крайĕнче ÿссе çитĕннĕ каччăпа паллашнă чăваш хĕрĕ, анчах Митьăпа пĕрле пулма турă пÿрмен-мĕн ăна. Салтак аманнă ахăр, сипленнĕ хыççăн ăна урăх вырăна янă. Юратупа тулнă чĕресем малалла çырупа çыхăну тытма пуçланă. Вăрçă чарăнасса, мирлĕ пурнăç çитессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ, туй тума ĕмĕтленнĕ. Çакна йĕкĕтĕн çырăвĕсем ĕнентереççĕ. Анчах Митя пĕр çапăçуран чĕрĕ тухайман. Нина юратнă каччине хăй çĕре кĕричченех кĕтнĕ, урăх нихăш арçынна та «юратататăп» тесе каламан. Вăрçă, вут-çулăм алхасать, çамрăк чĕре çавах юратушăн тунсăхлать. Акă Нина Смирновăн фронтри пĕчĕк чăматанĕнче юратупа хĕмленсе тăракан çырусемпе открыткăсем çеç мар, куçкĕски те, пудра та пулнă. Вăрçă, хаяр та ирсĕр пулсан та, юратма чарайман. Чуна пырса тивекен çакăн пек куравсемшĕн, чĕрĕ ас тăвăмшăн тав аваллăх управçисене. Çулталăкра темиçе хут çĕнетеççĕ вĕсем стендсене. Паллă пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннисем те, тăван район ывăл-хĕрне халалланисем те «çуралаççĕ».

Çак вăхăтра музейра ял ачисем валли кăсăклă тепĕр курав ĕçлет. Сăмахăм - Шупашкарта пурăнакан Виссарион Лосманов пухса хатĕрленĕ лĕпĕшсен коллекцийĕ пирки. Куравра - тĕнчери 5 пин ытла лĕпĕш, нăрă тата ытти те.

Валентина Григорьевна пирки районта «пирĕн утса çÿрекен энциклопеди» теççĕ. Çак хисепе, паллах, тивĕçмелле. Вăл вара, лара-тăра пĕлменскер, яланах шыравра, ĕçре. Республика, район конкурсĕсене хастар хутшăнать. Акă «Музей - пĕр йышшисен мар пĕрлĕхĕ» конкурсра /ăна 2008 çулта Чăваш наци музейĕ йĕркеленĕ/ «Музей тата массăллă информаци хатĕрĕсем» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ ирттернĕ «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче» конкурсра виççĕмĕш пулнă.

Район историне тĕпчени, архив материалĕсемпе тимлĕ ĕçлени сумлă статьясемпе очерксем çырма пулăшаççĕ ăна. Валентина Вастулова «Елчĕк тăрăхĕ», «Яльчикский район. Краткая энциклопедия» кĕнекесен авторĕсенчен пĕри. Общество тивĕçĕ те нумай. Вăл - Чăваш наци конгресĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн председателĕ, культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ, хĕрарăмсен «Варкăш» ансамблĕн членĕ.

Ырă йывăç усал çимĕç кÿмест теççĕ халăхра. Валентина Григорьевнăна та ырă ĕçĕсемшĕн тимлĕхсĕр хăварман: Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăланă. Район, республика шайĕнчисем çеç мар, Раççей Культура министерствин Хисеп грамоти те пур унăн. Паллах, ят-сумшăн мар, чĕри ыйтнипе, хушнипе, ертÿçĕсем шаннипе кÿлĕннĕ вăл çăмăл мар çак ĕçе. Чыс та мухтав ентешĕмĕре.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.