Чылайăшĕ айăпа йышăнмасть

24 Мая, 2014

Ака уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче республикăра çурхи сунар тапхăрĕ иртрĕ: акарçăсем кайăк кăвакалпа ăсан аçине, кăрăпчака, хур кайăка тытрĕç. Чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекенсем картран тухнисемпе мĕнле кĕрешеççĕ-ха? ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Анатолий ПАВЛОВ хуравлать.

- Кăçалхи тăватă уйăхра сунар йĕркине пăснă пирки административлă 111 ĕç пуçартăмăр. Ака уйăхĕнче саккуна пăснă 72 тĕслĕхе, сунар вунă кунлăхĕнче çеç 58 шута илтĕмĕр, - терĕ Анатолий Алексеевич. - Служба ертÿçи 64-шне пăхса тухса айăплисене 159,5 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Следстви органĕсене уголовлă икĕ ĕç пуçарма материал ярса патăмăр. Служба çурхи сунар тапхăрĕнче кайăк кăвакалпа ăсан аçине, кăрăпчака, хур кайăка кашни акарçă çÿреме пултаракан лаптăксенче тытма 2431 çынна ирĕк пачĕ. Сунар йĕркелеме ирĕк паракан документра чи нумай миçе тытмаллине палăртнă. Вĕсем хальхи вăхăтра кайăкçăсем сунар правипе еплерех усă курнине пĕлтереççĕ. Çывăх вăхăтра миçешне тытнине уçăмлатăпăр.

- Сунар йĕркин хăш пункчĕсене пăхăнмаççĕ?

- Çын кайăкçă пулнине çирĕплетме служба сунар билечĕ парать. Пĕрремĕшсем енлĕк тытма шыв-шур таврашне çул тытиччен ăна, темшĕн, кĕсьене чикме манаççĕ. Иккĕмĕшсем мĕн пур ухатник валли службăран уйăрнă сунар лаптăкĕнче е чĕр чун ĕрчетекен арендаторăн сунар вырăнĕнче кайăк тытмашкăн ирĕк паракан документ илмесĕрех пăшалпа, йытăпа çÿрерĕç. Кăçал служба патшалăх хыснине уншăн 400-шер тенкĕ çеç хывтарчĕ. Çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕри те тепри тÿлевсĕрех пайта курма хăтланчĕ. Виççĕмĕшсем пăшалне полици пайĕнче шута илтерменни палăрчĕ. Çак тĕслĕхсемшĕн административлă 30 ытла ĕç пуçартăмăр.

- Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче сунар йĕркине улшăну кĕртрĕç. Вăл камсене пырса тиврĕ?

- Унта çĕнĕлĕх чылай. Уйрăммăн илсен - вĕçсе пыракан, шывра ишекен кайăк кăвакал аçине /амине вĕлерме юрамасть/ шыв-шур хĕрринче çÿренĕ чух е кимĕрен пеме юраманнине палăртас килет. Ăна хăмăшлăхран, ÿпле-шалашран, пытанса лармалли ытти хатĕртен çеç пемелле. Аçана илĕртме шыва ама кайăк кăвакал ямалла. Сунарçăсем ăна килте çитĕнтереççĕ. Сунарта чух вĕçсе ан кайтăр тесе хăрах уринчен кантрапа кăкараççĕ. Вăл сас парса ушкăнри аçасене илĕртет. Лешсем ун патне çывхарсан çеç кайăкçă пăшалтан перет. Кайăк хурсене Атăлпа Сăр çийĕн вĕçнĕ е шывра чух пеме юрамасть. Улăх-çаранра апатланнă чух ÿпле-хÿшĕрен, пытанмалли ытти хатĕртен тĕллемелле.

- Пăшалпа мĕнле усă курмалла?

- Çул çинче, шурлăхра çав хатĕре кĕриччен ăна йĕнĕрен кăлармалла мар. Кăларсан çĕнĕ йĕркене пăсатăр. Çакăншăн кăна 20 яхăн ĕç пуçартăмăр. Кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен штраф панă. Унтанпа судья пĕр е икĕ çуллăха сунар прависĕр хăварать. Пĕр çын тĕлĕшпе йышăну кăларнă ĕнтĕ. Çулталăкра йĕркене икĕ хутчен пăсакансем те пур. Тÿре вĕсене 4-шар пин тенкĕлĕх штрафлать.

- Кайăк кăвакалсемпе хурсем республика урлă ака уйăхĕн тăршшĕпех иртрĕç. Акан 1-19-мĕшĕсенче е сунар тапхăрĕ вĕçленсен пăшалпа, йытăпа çÿренине çирĕплетрĕр-и?

- Инспекторсем сунар вăхăтне шута хуман браконьер тĕлĕшпе административлă 14 ĕç пуçарчĕç. Эпир курмасăр-пĕлмесĕр юлнă, саккунпа килĕшсе тăман тĕслĕх нумаййине йышăнатпăр. «Çакна мĕнле ăнлантаратăр?» - ыйтаççĕ пирĕнтен. Службăн районсенче 22 инспектор: кашни районта пĕрре çеç. Служба аппаратĕнче - инспектор правиллĕ 8 специалист. Районсене тухса кайма вăхăт пур чух темиçешĕ тĕрĕслеве хутшăнать. Инспекторсен лаптăка куллен пăхса çаврăнма бензин çитмест. Ăна çителĕклĕ туянмашкăн федераци хыснинчен укçа ытларах уйăрма ыйтатпăр. Инспектор сунар вырăнĕн пĕр кĕтесне кайнине пĕлсе тăракан браконьер тепринче чĕр чуна персе вĕлерет. Автотранспорт, бензин, штатра çын çителĕксĕртен чĕрĕлĕхе хÿтĕлесе ĕлкĕрейместпĕр.

- Сунар вăхăтне шута хуманнисене мĕнле айăплатăр?

- Судья сунар правине пĕр е икĕ çуллăха туртса илет. Айăплисем ăна çухатасшăн мар. Тÿрре тухассишĕн чĕрре кĕреççĕ. Суд ларăвне е хăйсем хутшăнаççĕ, е унта ваккат тытса яраççĕ. Инспекторсем браконьер айăпне ĕнентерме çирĕплетÿ кирлĕ пулассине малтанах пĕлсе тытса чарнă чух ăна, унăн сунар хатĕрĕсене, вăл ăçта, мĕнле сунар ирттернине тĕплĕн видео е фото аппаратпа ÿкереççĕ. Саккуна пăснине çирĕплетекен материала суда тăратаççĕ. Сунар тапхăрне пăхăнманни ытларах - Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Вăрнар, Йĕпреç, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенче. Улатăр тăрăхĕнче ака уйăхĕн пĕрремĕш çурринче браконьерсем икĕ кăвакала вĕлерчĕç. Вĕсен йĕрĕпе пынă инспектор пăшалĕсене туртса илнĕ, полици уйрăмне леçнĕ.

- Республикăра карăк сахалланнă пирки 2016 çулччен ăна сунар объектĕнчен кăларма йышăннă. Анчах хăш-пĕр кайăкçă ăна çав-çавах тытать.

- Çапла. Атăл леш енчи Сосновка поселокĕнче пурăнакан ашшĕпе ывăлĕ çуркунне пуçламăшĕнче, ирхи 2 сехетре, хырлăха карăк тытма кайнă. Çăмăл автомашинăра çĕр каçнă Геннадий Исаковпа Константин Горшков инспекторсем вĕсене кĕтсех тăнă. Браконьерсем кайăка пăшалтан персе вĕлереймен. Ăна полици пайĕнче шута илтерменни тепĕр кунах палăрчĕ. Судья пăшала яланлăхах туртса илме, ашшĕне пысăк штраф тÿлеттерме йышăнасси куç кĕрет. Пуш-ака уйăхĕсенче карăк туйĕ пынă вăхăтра республикăри тĕрлĕ вырăнта тĕк юлнинчен, юр çинчи юнран браконьерсем карăксене вĕлернине пĕлтĕмĕр.

- Йĕркене пăснисенчен тата камсене асăнатăр?

- Атăл леш енчи Октябрь поселокĕнчен инçе мар чăтлăхра тĕттĕмре тĕл перекен пăшалтан кĕрĕслеттернĕ полици майорне. Унăн çумра сунарта çÿреме ирĕк паракан документ пулман. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çĕрле республикăн çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан «Кăмаша» лаптăкне, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Иккĕмĕш Липовка ялĕн вăрманне, хир сысни тытма кĕнĕ браконьерсене. Иккĕшĕ полици пайĕнче шута илтермен, тĕттĕмре тĕл перекен пăшалсемпе пулнă. Вĕсем аш тушкипе тухасса виççĕмĕшĕ çăмăл автомашинăра кĕтнĕ. Пирĕн специалист докуменчĕсене кăтартма ыйтнă. Анчах иккĕшĕ те пăрахса тарнă. Инспекторпа сунар лаптăкне тара илнĕ «Резон» общество егерĕсем 1,5 çухрăмран икĕ пăшал çакнă браконьера хăваласа тытнă, полици пайне илсе çитернĕ. Тепри ирхине унта хăех пынă. Вĕсене административлă кодексăн темиçе статйипе явап тыттарăпăр.

- Сăнав вăрманлăхĕнче «капкăна» çаклатнă браконьера явап тыттартăр-и?

- Ăна тытса чарма служба аппарачĕн инспекторĕсем те хутшăнчĕç. Вăл сунар тапхăрĕ вĕçленнĕренпе уйăх ытла иртсен хир сысни тытма хăтланчĕ. Пăшалĕнчен персе ĕлкĕреймерĕ: çулне пÿлтĕмĕр. Судья сунар правине çулталăклăха туртса илчĕ.

- Саккуна пăхăнман сунарçă хăйне мĕн кĕтнине лайăх пĕлет. Ăна е пысăк штраф тÿлеттереççĕ, е пĕр-икĕ çуллăха сунар прависĕр хăвараççĕ. Явап тытас мар тесе инспекторсене хирĕç тăмаççĕ-и?

- Хальлĕхе вĕсем çине алă хуман. Çапах та хăш-пĕр чух çапăçса каясси патнех çитеççĕ. Чылайăшĕ хăйне айăплă туймасть. Пĕрисем инспектор тытса чарнă вырăнтан тараççĕ. Хыçалтан хăвалама тивет. Айăпа хăйсем çинчен сирме хăтланаççĕ. Сунарта ушкăнпа çÿреççĕ. Инспектора хĕç-пăшаллă çынсемпе калаçса протокол çырма çăмăл мар.

- Хальхи вăхăтра сунар объекчĕ шутланакан пĕр чĕр чуна та пулин тытаççĕ-и?

- Çурла уйăхĕнче сăвăра, шурлăх кайăкĕсене тытма ирĕк паратпăр. Унччен кашни кайăкçă çÿреме пултаракан лаптăка, тара илнĕ акар лаптăкне сунара кайма, унта йытăпа çÿреме, пăшалтан пеме юрамасть. Çак йĕркене пăснине службăна /тел.: 45-10-65/ тата районти инспектора, полици пайне пĕлтерме тăрăшăр.

 

Калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.